«Вăрмансене упрар» Пĕтĕм Раҫҫейри акцине Чăваш Ен хастар хутшăннă

  Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка иртнĕ. Ку хутĕнче ларăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин йĕркелесе ертсе пынă. Ĕҫе пухăннисем «Вăрмансене упрар» Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче ирттернĕ акцийĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă. Ҫулсерен  палăртнă мероприятине йĕркелеме Раҫҫей Федерацийĕн Ҫут ҫанталăк министерствипе Раҫҫей Федерацийĕн Вăрман хуралĕн ĕҫченĕсем витĕм кӳреҫҫĕ.  Акцине «Экологи» наци проектне тӳр килсе йĕркеленĕ. Чăваш Енре ҫӳлерех асăннă мероприятине Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине халалланă.  Регионта ăна авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче старт панă. Паллă пулăма Шупашкар районĕнче музей-садра ирттернĕ, вăл ĕҫе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Хăнасем вăл кун кадетсемпе пĕрле 100 ытла йывăҫ-тĕм лартса хăварнă.   Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Атăл леш енче те сахал мар йывăҫсем лартса тухнă, 3 га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче пурĕ 15 пин ытла  тĕм лартса таврана илем кӳртнĕ. Вăл ĕҫе 100 ытла ҫын хутшăнма кăмăл тунă. Вăл шутран: Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Чăваш Енĕн Ҫут ҫанталăк министерствинче вăй хуракансем,   Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствинче тăрăшакансем тата ыттисем те хутшăннă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, ял хуҫалăх академийĕнче вĕренекен хастарсем пĕтĕм кăмăлпа акцине ĕҫне витĕм кӳнĕ.

2010 ҫулта вăрмансем ҫунса кĕлленнĕ пулнă, шăпах та вăл вырăнсенче паян симĕҫ вăрман ешерет, кашни ҫын йывăҫ лартса хăварма пикенет. Ҫитес акцине регионта юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче ирттерме плана кĕртнĕ.   

Паянхи канашлура Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов Учительсен кунне регионта хатĕрленсе ирттернĕ ĕҫсем пирки каласа кăтартнă.  Тĕп уяв юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче пулнă. Регионти хуласемпе районсенче мероприятисем юпа уйăхĕн 2-7-мĕш кунĕсенче иртнĕ.   Палăртмалла, вĕсенче пурĕ 10 пин ытла учитель хутшăннă. Хисепе тивĕҫнисене яланхиллех патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.



07 октября 2019
14:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter