Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫ тата суту-илӳ Министрĕпе Денис Мантуровпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫ тата суту-илӳ Министрĕпе Денис Мантуровпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем уҫă калаҫу вăхăтĕнче Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарассипе пăхса хăварнă программăн проектне тĕплĕн сӳтсе явнă.  

Тĕлпулу вăхăтĕнче региона стратегилле аталантарасси ҫинчен те канашланă, йышăннă ĕҫ хутĕнчи уйрăм мероприятисене пăхса тухнă, вĕсен пĕлтерĕшĕ пирки чарăнса тăнă.  

Тĕп программăра региона аталантарма йышăннă пĕлтерĕшлĕ мероприятисене тарăн пăхса тухнă. Инвестици илĕртӳлĕхĕн пайĕсем ҫинчен те калаҫнă, республикăн промышленноҫ тата ял хуҫалăх тытăмĕпе ҫыхăннă ыйтусене те тишкернĕ.  Кашни мероприяти региона пысăк витĕм кӳние палăртса хăварнă ертӳҫĕсем.

  Республикăна стратегилле аталантарассипе йышăннă программăн проектне РФ промышленоҫ тата суту-илӳ министерствин сĕнĕвĕсене кăна шута илсе хăварман, республикăри промышленноҫ сферинче тăрăшакансен ыйтăвĕсене те тĕпе хунă.   Программăн проектĕнче сахал мар пысăк мероприятисене пурнăҫа кĕртсе пыма тĕллев лартнă.

 Уҫă калаҫу вăхăтĕнче Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫ тата суту-илӳ Министрĕ регион программин проектне ырланă, хăш-пĕр сĕнӳсене шута илсе ҫĕнĕлĕхсене кĕртсе хăварма сĕннĕ Чăваш Республикин ертӳлĕхне. Ĕҫ хутне пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтерсен, ăна Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев тарăн тишкерĕ.  Енчен те палăртса хунисем пĕтĕмпех пурнăҫа кĕрсе пырсан, пуласлăхра халăхăн тупăш пайĕ те ӳсесси куҫкĕретех пулĕ. Пысăк промышленноҫ тытăмĕ хăватланĕ, граждансем валли ытларах та ытларах ĕҫ вырăнсем йĕркеленĕҫ, хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан технологи те вăй илсе ҫирĕпленсе кайĕ.       



08 октября 2019
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter