Чăваш Республикин Атăлăн леш енне Газпромăн инвестициллĕ программине кĕртнĕ

Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительство ларăвне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев уҫнă май, ырă хыпар пĕлтернĕ. Раҫҫей Федерацийĕн Строительство министерстви «Газпром межрегионгаз» ТМЯО Шупашкар хулин Атăлăн леш енне газ кĕртме  строительство ĕҫĕсене пурнăҫлама ирĕк панине каланă.  

Атăлăн леш енне газпа тивĕҫтерес ĕҫ «Газпром межрегионгаз» ТМЯО Раҫҫей Федерацийĕн регионĕсене газ кĕртессипе йышăннă Программăпа тӳр килет.

«Эпир кун патне ҫăмăллăнах ҫитеймерĕмĕр. Ĕҫсем вăраха тăсăлчĕҫ. Атăл леш енче пурăнакансем тахҫантанпах газ ырлăхне курассишĕн ĕмĕтленеҫҫĕ.  Халĕ ĕнтĕ объектсене хута яма укҫа-тенкĕ те ҫителĕклĕ пăхса хăварнă.  Регионтан та муниципалитетран та укҫа тăкакланмасть.  Аса илтеретпĕр, республикăра газ кĕртес ĕҫе  ытларах регион хыснинчен тăкакланнă», палăртнă Михаил Игнатьев.   Пĕтĕмпе 52 ҫухрăм газ пăрăхĕсене вырнаҫтарма тĕллев лартнă. Вăл шутран Чăваш Республикин территорийĕ урлă 31 ҫухрăм газ пăрăхĕсем выртĕҫ, Марий Эл – 21 км. Объектсене пĕтĕмпех 2021-мĕш ҫулсем тĕлне пурнăҫа кĕртсе хăварма палăртнă. Пурĕ хутса ăшăтмалли пиллĕк котельнăй пурнăҫа кĕрĕ, 2472 хуҫалăх  ҫут ҫанталăк ырлăхĕпе савăнма пуҫлĕҫ.     

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионта пурăнакансен ячĕпе тата хăй ятĕнчен  «Газпром» ПАО Директорсен канашĕн Председательне  Виктор Зубкова, «Газпром» ПАО Правленийĕн Председательне Алексей Миллера пĕлтерĕшлĕ йышăну тунăшăн тав сăмахĕсем каланă.  

Михаил Игнатьев сăмах май, газ парăмĕсем пирки те чарăнса тăнă, республикăри хăш-пĕр муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсене республика хыснинчен хушма укҫа уйăрнине палăртнă, ăна кура парăм виҫи 300 млн чакнине хыпарланă.



09 октября 2019
13:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter