Раҫҫей уҫлăхĕн космонавчĕ, Раҫҫей Геройĕ Олег Артемьев Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне видеосалам янă

Раҫҫей уҫлăхĕн космонавчĕ, Раҫҫей Геройĕ Олег Артемьев Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне видеосалам янă.  Унта вăл космонавт-ĕҫчешĕсен ячĕпе Михаил Игнатьева Шупашкар районĕнче Криккакасси ялĕнче «Покорителям космоса»  ятлă музей-сад йĕркелесе хута яма витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.  

«Хисеплĕ Михаил Васильевич! Космонавтсен ячĕпе тата хам ятран пысăк тав сăмахĕсем калатăп.  Эсир – питĕ маттур ҫын. Хăвăрăн ĕҫченлĕхĕрпе, тăван ҫĕре, тăван тавралăха юратма пĕлнипе ыттисенчен уйрăлса тăратăр.  Малашне те ҫапла пултăрччĕ», тенĕ республика Пуҫлăхĕ патне янă видеосаламра Олег Артемьев.   

«Тавтапуҫ Сире, хăвăр патне Шупашкара пыма йыхравланăшăн. Сирĕнпе пĕрле хăй вăхăтĕнче пирĕн тĕл пулма май пулмарĕ. Шантаратăп, пыратпăрах  тепĕр хут Чăваш Ене, ун чухне вара тĕл пулăпăр. Тепĕр тесен, Шуршăл тăрăхĕнче эпĕ пĕрре те пулса курман.  Енчен те Сирĕнпе пĕрле унта кайсан, питĕ лайăх пулнă пулĕччĕ.

Пысăк тав Сире, тĕнче уҫлăхне вĕҫнисене палăртса йывăҫ-тĕмсем лартса хăварас ĕҫе хутшăннăшăн.

Ҫав тери аван, Эсир хăвăрпа пĕрле йывăҫсем лартса хăварма пулăшнă шкул ачисене ĕҫ пӳлĕмне йыхравлани. Ачасен кĕтнĕ ĕмĕчĕ пурнăҫланнă.  Вĕсем уҫлăха вĕҫес ĕҫĕн пĕрремĕш утăмне тунă тесен те йăнăш мар. Шанатăп, чăваш ҫĕрĕн аслă вĕҫевҫисен шутне пуласлăхра вĕсем кĕрессине. Эпир вĕсем Уйăх тата Марс патне ҫул-йĕрсем епле хывнине сăнасах тăрăпăр», - тенĕ саламра.  

«Шупашкар районĕнче Криккакасси ялĕнче музей-сад йĕркелесе янă. Вĕҫевҫĕсене сума сунса лартнă йывăҫ-тĕмсем ешерсе халăха хавхалантараҫҫĕ, пурăнма вăй-хăват хушаҫҫĕ, ҫунатлантараҫҫĕ. Ыттисем кун пек пархатарлă ĕҫе урăх ниҫта та пурнăҫламан.  Унтах Геройсен ячĕсене палăртса стеллăсем вырнаҫтарнă. Андриян Николаев, Юрий Гагарин, Николай Бударин, Муса Манаров космонавтсем ҫитĕнекен ăрушăн тĕслĕхре», - тенĕ Олег Артемьев.   

Аса илтеретпĕр: авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 90 çул çитнине анлă паллă тунă кун, музей-сада торжествăлла майпа уҫнă,  ун чухне Раҫҫей Геройĕсем Олег Артемьев, Андрей Борисенко хăнана Чăваш Ене килнĕ пулнă, хăйсен ятĕнчен йывăҫсем лартса хăварнă.  

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Вăрмансене упрар» пĕтĕм Раҫҫейри акцине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрман-Ҫĕктерти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта вĕренекен ачасемпе пĕрле хутшăннă.  Музей-садра тĕрлĕ паха йывăҫ-тĕмсем лартнă вĕсем.  

Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче ачасем Михаил Игнатьев йыхравĕпе Правительство ҫуртĕнче пулса курнă, республика Пуҫлăхĕн ĕҫ вырăнĕпе паллашнă, условисене курса ĕненнĕ. Унччен шкул ачисем ертӳҫĕсен ĕҫ пӳлĕмĕсене экрансем ҫинче кăна курма пултарнă.    



09 октября 2019
09:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter