Республикăн 2024 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн вăрах вăхăт валли хатĕрленекен программăн проектне ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăвармалли пирки сӳтсе явнă

Михаил Игнатьев провел заседание рабочей группы по подготовке программы ускоренного социально-экономического развития ЧувашииЮпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине ҫирĕппĕн аталантарса пымалли комплекслă мероприятисене пурнăҫлассипе йышăннă программăн проектне тĕплĕн тишкерессипе ĕҫ ушкăнĕн ларăвне ирттернĕ. Республикăн 2024 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн вăрах вăхăт валли программăн проектне хăш-пĕр министерство ертӳҫисем ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварма килĕшнĕ. Аса илтеретпĕр, 2019 ҫулта юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Мускавра Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕ Денис Мантуров Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа шăпах та, ҫак ҫӳлерех палăртнă программăн проектне анлăн тишкернĕ пулнă. Ун чухне ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăвармалли пирки те асăнса хăварнă ертӳҫĕсем.

«Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви 7 тĕп ҫул-йĕр палăртнă, вĕсенчен 6-шĕ экономикăпа ҫыхăннă, пĕри вара граждансен пурнăҫ условийĕн шайне хăпартассипе килĕшсе тăрать.  Хальхи пурнăҫпа тӳр килекен индустри паркĕсене хута ярас ыйту та кун йĕркинче.  Кун пек мероприятисене йĕркелесе пырсан, региона ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ инвесторсене те явăҫтарма меллĕ пулĕ», - тесе каланă Чăваш Республикин экономика министрĕ Павел Иванов.  

Хушма мерăсем шутне ҫаксене кĕртме сĕнеҫҫĕ: инвестициллĕ проектсене валли процентсен ставкине субсиди парса тĕрев кӳресси, приоритетлă проектсене пурнăҫа кĕртме пулăшасси, экономикăна вăй илтерме май параканнисем ҫине тимлĕх уйăрасси, налук ҫăмăллăхĕсем йышăнса хăварасси тата ытти те.     

Енчен те 5 ҫуллăха палăртса хунă ĕҫсем пĕтĕмпех йĕркеллĕ пурнăҫлансан, инвестици хывассин кăтартăвĕ ӳсĕ, Раҫҫейри вăтам шайран республика иртсе кайма пултарасси куҫкĕретех. Ҫулсерен регионăн ӳсĕмĕ 10 процент ытла хăпарса пымалла. Инвестици хывассипе ҫулталăкри вăтам кăтарту 67 млрд та иртĕ. (Кунта паллах ҫак кăтартăва, бюджетран куҫакан укҫа-тенкĕне шута илмен).

Регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине вăй илсе хăватлантарма витĕм кӳресси паллă. Бизнес сфери те ҫирĕппĕн малалла кайĕ, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ ӳсĕ.

Михаил Игнатьев ларăва пухăннисемпе ҫĕнĕлĕхсене тарăн пăхса тухнă, кашни сĕнĕве шута илнĕ, Чăваш Енĕн Экономика министерствине Чăваш Республикине 2024-мĕш ҫулччен аталантармалли ҫул-йĕрсен ятарлă программăн проектне тĕплĕн тепĕр хут пăхса тухса, улшăнусене кĕртсе хăварма хушнă. Тĕп варианта вара ҫитес вăхăтра хатĕрлесе ҫитерме каланă.  Пĕтĕмпех йĕркелесен, ĕҫ хутне Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев тарăн тишкерĕ.     

Фоторепортаж



09 октября 2019
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter