Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене регионта пурăнакан хисеплĕ ентешĕмĕрсене торжествăлла пулăмра парса чысланă

Михаил Игнатьев вручил государственные награды Российской Федерации и Чувашской Республики труженикам селаЧӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене регионта пурăнакан хисеплĕ ентешĕмĕрсене торжествăлла пулăмра парса чысланă. Вĕсем пурте хăйсен юратнă ĕҫĕсенче пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисем.  Ял хуҫалăхĕнче, промышленноҫра тата ытти сферăсенче сахал мар ĕҫлесе регионта пурăнакансемшĕн паха таварсем тирпейлесе кăларнă.

 «Юпа уйăхĕнче агропромышленноҫ пайĕнче тимлекенсене чыс турăмăр.  Хресченсен ҫăмăлах мар ĕҫВĕсене яланах хисепленĕ, ҫĕршыва вĕсемпе мăнаҫланаҫҫĕ. Пархатарлă ĕҫ мĕнпур халăхшăн ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чӑваш Енре пурӑнакансем сирӗн пултаруллӑ ӗҫӗ­ре пысӑка хурса яланах хаклаҫҫӗ. Вырӑнта туса кӑларакан апат-ҫимӗҫ регион тулашӗнче лайӑх сутӑнни те савӑнтарать. «Ĕҫне кура – хисепĕ» теҫҫĕ халăхра», – палăртнă регион Пуҫлăхĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче сумлă ĕҫченсене саламланă май, ял хуҫалăх тытăмĕнчи пысăк ҫитĕнӳсем пирки те чарăнса тăнă. Кăҫал чăнласах та, ытти ҫулхисенчен тухăҫ пысăк тесе пĕлтернĕ.

«Ҫĕр ĕҫченĕсем  ҫĕршыва ҫителĕклĕ таран таварсемпе тивĕҫтереҫҫĕ. Кун пирки Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ тата ҫĕршыв Правительстви пысăк хак панă. Ял хуҫалăх пирки каланă «черная дыра» кăларăш, паянхи пурнăҫра питех те пĕлтерĕшлĕ мар. Истори теме те юрать», хушса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Ял хуҫалăхне аталанса пыма пысăк тĕрев парать патшалăх, Чăваш Енре мĕнпур условисем ҫителĕклĕ вăй илсе хăватланма. Палăртма кăмăллă ял хуҫалăх пайĕнче пысăк проектсем пурнăҫа кĕрсе пынине. Предпринимательсем инвестици хывни те куҫкĕретех. Сакăр ҫул хушшинче тин ҫеҫ предпринимательлĕх пайне кӳлĕннисене Агростартап проекта пурнăҫа кĕртме патшалăх енчен пулăшу куҫарса панă.

«15–20 ҫул каялла хресчен фермер хуҫалăхĕсем вăй илесси пирки ĕмĕтленме те пултарайман.  Паян вара пачах та урăхла, вĕсем ытти сферăсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче тесен те йăнăш мар. Тавар тирпейлесе кăларассин калăпăшĕ ӳссех пырать. Халăх кăмăллă, ҫимĕҫсен пахалăх шайĕ те пысăк», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  Ял хуҫалăх тытăмĕпе ҫамрăксем те пĕтĕм кăмăлтанах ĕҫлеҫҫĕ, хăйсен ĕҫченлĕхне ыттисене кăтартса пама пикенеҫҫĕ.  

Кăҫал ҫанталăк лăпкă тăмарĕ, пур-пĕрех ҫĕр ĕҫченĕсем тухăҫа туллин пухса кĕртнĕ.  Ҫĕр улми, хăмла, пахча ҫимĕҫ таврашне ытти ҫулсенчен самай нумай хатĕрленĕ.

Регионта ял хуҫалăх таварĕсене экспорта куҫарассипе те тĕллевлĕн ĕҫлеҫҫĕ. Экологи тĕлĕшĕнчен паха ҫимĕҫ пуриншĕн те усăллă, ҫакна халăх питĕ лайăх ăнланать.

Ҫĕрсене тирпейлесе тăрас ĕҫ республикăра аван пулса пырать. Усă курăнмасăр выртакан лаптăксем чакса пыни те ҫакнах ҫирĕплетет.

Хресчен ӗҫӗ нихӑҫан та ҫӑмӑл пулман, ҫавна пӑхмасӑр вӑл хӑйӗн хисеплӗхӗпе тата пурнӑҫра питех те кирлӗ пулнипе палӑрса тӑрать. Ҫӑ­кӑр ҫитӗнтерме тӑрӑшуллӑ та ӗҫчен ҫынсем ҫеҫ – тӑван ҫӗре пӗтӗм чунтан па­рӑннисем тата ӑна никамран ытла юратакансем – пултараҫҫӗ.

Регион Ертӳҫи тата ҫакна та палăртнă: «Республикӑри ҫӗр ӗҫченӗсем сӗт, аш-какай, пахча ҫимӗҫ, ҫӗр улми, ҫу паракан культурӑсем туса илессине ӳстерсе пыраҫҫӗ. Хуҫа­лӑхсенче малта пыракан технологисене, производствӑпа тирпейлес ӗҫри лайӑх мел­сене ӗҫе кӗртеҫҫӗ, ку чухнехи пысӑк тухӑҫлӑ техника ту­я­наҫ­ҫӗ, инвестици проекчӗсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлаҫҫӗ, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ­сем йӗрке­леҫҫӗ», –  тенĕ тепĕр хут.

Паянхи пурнăҫра ялта пурăнакансен пурнăҫне паха енне куҫарса пырассишĕн ырми-канми тăрăшни куҫкĕретех. 2014–2019-мĕш ҫулсенче халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма 10 млрд тăкакланă.

«Тăтăшах шкулсем, ача сачĕсем, сиплев учрежденийĕсем уҫатпăр. Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе те самай ĕҫленĕ. Граждансем пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе туллин усă курччĕр тесе условисем хатĕрлесе тăрататпăр. Культура вăй илет», – палăртнă вăл.   

«Республика Правительстви ялти пурнӑҫ пахалӑхӗпе тата услови­йӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗп вырӑна хурать. Эпир шкулсемпе боль­ницӑсене, культура учрежденийӗсене ҫӗнетсе пырас, ҫулсем тӑвас, ял территорийӗсене йӗркене кӗртес ӗҫсене, ҫав шутра пуҫаруллӑ бюджет программине пурнӑҫланӑ шайра, малалла тӑсӑпӑр. Ҫакӑ пурте ял ҫын­нисене малашлӑхалла шанчӑклӑн пӑхма тата ҫӗнӗ пысӑк тӗллевсене пурнӑҫласси ҫинчен ӗмӗтленме май парать», – тенĕ регион Ертӳҫи.

Мӗнпур ҫӗр ӗҫченне, механизаторсемпе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчете­кесене­, тирпейлекен предприятисен ӗҫченӗсене ҫӗршывӑн апат-ҫимӗҫ хӑ­рушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ тӗллеве тухӑҫлӑн татса пама пулӑшнӑшӑн тав тунă, халӑха усӑллӑ та тутлӑ, экологи тӗлӗшӗнчен таса апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтернĕшĕн мухтаса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Республикӑра пурăнакансене ӑнӑҫлӑ аталану, ырлӑх, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем суннă.

 Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз Союзĕн Председателĕ Валерий Павлов республика Пуҫлăхне Михаил Игнатьева предприяти ĕҫне пысăка хурса хакланăшăн тав тунă.  «Патшалăх влаҫĕнче тăрăшакансем, Эсир, хисеплĕ Михаил Васильевич Чăвашпотребсоюз Союзне тĕрев паман пулнă пулсан, пирĕн ҫитĕнӳсем кун пекех пысăк шайра тен пулаймай та пулнă пулĕччĕҫ. Малашне те ĕҫ ушкăнĕ хăй умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăҫлама шантарать», – тенĕ вăл.

 Елчĕк районĕнчи «Энтепе»  ТМЯО директорĕ Андрей Васильев Раҫҫей Федерацийĕн патшалăх наградине тивĕҫнĕ. Ял хуҫалăхĕнче пысăк ҫитĕнӳсемпе палăртни куҫкĕретех.  Вăл  хисепшĕн пурне те ырă сăмахсем каласа тав тунă ҫĕр ĕҫченĕ.   

Фоторепортаж



01 ноября 2019
13:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter