Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев политика партийĕсен регионти уйрăмĕсен представителĕсемпе тĕл пулса калаçнă

Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ политика партийĕсен представителĕсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ. 

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсем пирки тарăн пăхса тухнă.

Ҫавра сĕтел мелĕпе йĕркеленĕ калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн Председателĕ Александр Цветков, Раҫҫей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуҫлăхĕ Ольга Никонова тата ытти официаллă ҫынсем пуҫтарăннă.

Михаил Игнатьев тĕлпулăва пухăннисене ҫывхарса килекен Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламланă, малашне те пĕр-пĕринпе килĕшсе туслă ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă.

«Ҫакăн  евĕр тĕлпулусем ирттересси ырă йăлана кĕрсе пырать. Калаҫусем вăхăтĕнче халăха кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хуравсем пама тăрăшатпăр.  Граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси тĕп ыйтусенчен пĕри.  Ҫынсен шăпи пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Шанатăп, уҫă калаҫури сӳтсе явнă самантсем пуриншĕн те усăллă пулассине.  Халăх ыйтакан ыйтусене пирĕн вăхăтра татса парассишĕн тăрăшмалла», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ.   Тĕрлĕ политика партийĕсен пурин те пĕр тĕллев – халăхăн ыйтăвĕсемпе ĕҫлесси, вĕсене татса парассишĕн ырми-канми тăрăшасси.  Йывăрлăх кăларса тăратаканнисемпе те пĕр-пĕринпе килĕшсе вăхăтра татса парассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

«Кирек-епле йышăнăва та халăхăн сĕнĕвĕсене шута илсе пăхса хăвармалла.  Пĕлсех тăратăп, пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пырассине. Халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа, саккунсене пăхăнса ыйтусене татса пама тăрăшмалла.   Эпир яланах пурне те ăнланма пикенетпĕр.  Регионта социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕ тăнăҫлă пултăр тесе ҫине тăрсах ĕҫлетпĕр.  Республикăра ĕҫ климачĕ лайăх. Предпринимательсем инвестици хывни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать. Предприятисемпе организацисенче пысăк технологи витĕмлĕхĕ пысăк. Халăха ĕҫпе тивĕҫтересси кирлĕ пек шайра пулса пырать. Ҫынсен ĕҫ укҫи шайĕ пысăк пулни, ҫемьери нумай ыйтăва тĕллевлĕн татса пама витĕм кӳрет», – тенĕ Михаил Игнатьев.     

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ кăҫалхи ĕҫ кăтартăвĕсем республикăн 2018 ҫулхипе танлаштарсан самай пысăк пуласси куҫкĕретех тенĕ.  Промышленноҫра, социаллă пурнăҫпа экономика пайĕнче, строительствăра, ял хуҫалăхĕнче, предпринимательлĕх сферинче ҫитĕнӳсем пуласси те паллă тенĕ.  

2020-мĕш ҫул валли пăхса хăварнă республика бюджечĕ 56 млрд танлашать.  Ҫулсеренех федераци центрĕнчен сахал мар укҫа-тенкĕ куҫать республикăна.  Чăваш Енĕн республика бюджетне федераци хыснинчен каялла тавăрса памалли мар тĕрев калăпăшĕ те пысăк, кăтарту 24 млрд ҫитнĕ. 

Медицина аталанăвĕн кăтартăвĕпе Чăваш Республики ытти субъектсем хушшинче лайăх  ĕҫлекеннисенчен пĕри пулса тăрать. Пĕрремĕш звенора медицина хăватлă вăй илсе пыни те куҫкĕретех. Халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерес ĕҫ ҫӳллĕ шайра пурнăҫланать. Граждансене тӳлевсĕр медицина пулăшăвне парасси те кирлĕ пек пулса пырать. 5 ҫул хушшинче медицина учрежденийĕсенче тĕпрен юсав ĕҫĕсене туллин пурнăҫланă.   

Ыйтусем ҫине хурав панă май, республика Пуҫлăхĕ юлашки ҫулсенче регионта пулса иртнĕ ĕҫсем пирки тарăнрах каласа кăтартнă тĕлпулăва пухăннисене.  Бизнеса аталантарма, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне хăпартма, сывлăх сыхлавне вăй илтерме, халăха ĕҫпе тивĕҫтерме йĕркелесе тăратнă условисем пирки тĕплĕнрех каласа панă. Уйрăм ҫитĕнӳсем ҫинчен те чарăнса тăнă сăмах май.  Хăшĕ-пĕрисем йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те хускатнă, нумайăшне регион Пуҫлăхĕ ҫийĕнчен тĕплĕ хурав панă, ҫирĕп тĕрĕслеве те илсе пынă.

Раҫҫей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Енри Управленийĕн пуҫлăхĕ Ольга Никонова регионти политика партийĕсене регистрацилесе пыни пирки каласа панă, вĕсен ĕҫĕсене кулленех тĕрĕслесе тăнине те асăнса хăварнă.  Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн Председателĕ Александр Цветков политика партийĕсем пирки ăнлантарнă, ҫывхарса килекен сасăлав пирки чарăнса тăнă. 2020-мĕш ҫулта халăхăн Чăваш Республикин Пуҫлăхне суйламалли ҫинчен  каласа кăтартнă. «Народ против коррупции» политика партийĕн регионти уйрăмĕн канаш председателĕ Марина Егорова Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева халăхпа кулленех уҫă калаҫусем ирттернĕшĕн мухтаса тав тунă, массăллă информаци хатĕрĕсенче граждансемпе «тӳрĕ линисем» йĕркелени те питĕ вырăнлă пулнине асăнса хăварнă.     

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче ҫапла хуравланă: «Эпĕ яланах ҫынсемпе тĕлпулусем ирттернĕ, малашне те ирттерĕп.  Уҫă калаҫусем пуриншĕн те усăллă. Пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлĕ пирки тарăнрах та пĕлме меллĕ», – тенĕ.  

Фоторепортаж



01 ноября 2019
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter