Аптекăсенче эмельсен хакĕсем сăлтавсăр ӳссе кайма юраманнине асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев
Чӳк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе кашни эрнере пулакан планеркăна ирттернĕ.
Ҫынсене сипленмелли эмельсем пирки ыйтупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов тарăн доклад туса панă.
Регионта кирлĕ пек таварсен хакĕсене ятарлă служба ĕҫченĕсем кулленех ҫирĕп тĕрĕслесе тăнине хыпарланă вăл.
Аптека ĕҫĕсемпе республикăра 190 предприниматель тимлет. «Цитрамон таблетки», «Анальгин таблетки», «Валерианы настойка» тата «Борной кислоты раствор спиртовый» эмель хакĕсем ӳсни курăнать тенĕ Владимир Викторов.
Юлашки вăхăтра вĕсем сисĕнмеллех хакланса кайрĕç. Çакă, паллах, республикăра пурăнакансене, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшаккисене уйрăмах, пăшăрхантарать: аптекăсемпе медицина учрежденийĕсенче сиплев хатĕрĕсем çителĕклĕ пулĕç-и, вĕсене халăх туянмашкăн нухрат çитерĕ-и? Ку пурсăмăра та шухăша ярать.
Ҫав вăхăтрах «Пентафлуцин порошок», «Кардиомагнил» тата «Резалют Про» тавар хакĕсем чакнă тесе сăмаха малалла тăснă ведомство ертӳҫи.
Лару-тăру çăмăл маррине ăнланатпăр, çавăнпа та бизнес представителĕсене социаллăх тĕлĕшĕнчен яваплăха ӳстерме чĕнсе калатпăр. Эмел хакне пĕр шайра тытса тăрасси пĕлтерĕшлĕ. Çакна тĕпе хурса патшалăх этем пурнăçĕшĕн уйрăмах кирлĕ эмелсен хакĕ тĕлĕшпе тĕллевлĕ политика палăртнă. Этем пурнăçĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ препаратсен переченьне самай анлăлатнă.
«Хальхи саманара эмель туянасси йывăрлăх мар, кирек ăҫта та ăна илме пулать. Хаксем пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулмалла. Халăха питĕ кирлĕ таварсен хакĕсене сăлтавсăр пысăклатмалла мар. Енчен те йĕрке пăсакансене тупса палăртнă пулсан, вĕсене явап тыттармалла, саккунсене пăхăнмаҫҫĕ пулсан, вăл объектсенчи ĕҫсене пăрахăҫласан та юрĕ», – хушса каланă республика Ертӳҫи Михаил Игнатьев.
Тепре чухне ҫапла та пулса тухкалать, врачсем ҫырса панă эмельсем аптекăсенче ҫук, вара вĕсене вăрах вăхăт хушши кĕтме тивет граждансен.
Владимир Викторов кашни уйăхрах аптекăсен ĕҫне специалистсем мониторинг тунине асăннă, йĕркесĕрлĕх пулмасса шантарнă.
