Сывлăш-çар вăйĕсен Ю.А. Гагарин тата Н.Е. Жуковский профессор ячĕллĕ сывлăш-çар академийĕн Сызраньти филиалĕнчен вĕренсе тухннисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă

Михаил Игнатьев поздравил с окончанием учебы выпускников Сызранского высшего военного авиационного училища – уроженцев Чувашской Республики Кăҫал Чăваш Енри вунпĕр ҫамрăк Сывлăш-çар вăйĕсен Ю.А. Гагарин тата Н.Е. Жуковский профессор ячĕллĕ сывлăш-çар академийĕн Сызраньти филиалĕнчен вĕренсе тухнă.

Вĕсем пурте летчик-инженер дипломне тивĕҫнĕ, «лейтенант» пулса тăнă.  Федерацин Атăлçи округĕн Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнче йĕркеленĕ мероприятине пухăннисене чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă.  

Паллă пулăма паян унпа пĕрле Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Алевтина Федорова, Чăваш Республикин ГКЧС министрĕ Вениамин Петров, Пĕтĕм Раççейри Афганистанри вăрçă инваличĕсен тата çар суранĕсен «Вăрçă инваличĕсем» общество организацийĕн Чăваш Республикинчи организацийĕн председателĕ Геннадий Матвеев тата та ытти официаллă ҫынсем, вĕрентекенсем,  ашшĕ-амăшĕсем, кадетсем пухăннă.  

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сывлăш-çар вăйĕсен Ю.А. Гагарин тата Н.Е. Жуковский профессор ячĕллĕ сывлăш-çар академийĕн Сызраньти филиалĕнчен вĕренсе тухнă çамрăксемпе тĕл пулнă май, вĕсене чун-чĕререн саламланă. Яшсем чăннипех те, Чăваш Енĕн сумлă профессионалĕсем тесе, хăйсене тивĕҫлипех кăтартса панине палăртнă. Вĕсем республикăри районсемпе хуласенчен пулнине те каласа хăварнă сăмах май.

«Мана питĕ хавас сирĕнпе тĕл пулма. Эсир ҫамрăк пулин те звани илме тивĕҫлĕ пулнă. Ҫирĕм ҫул каялла ҫар служащийĕсене ҫав териех пысăк тĕревсемех пулман тейĕпĕр, паянхи пурнăҫ таппинче вара вĕсене патшалăх енчен сахал мар пулăшу куҫать», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче   регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев.    Ҫамрăк офицерсен ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенĕсене  ҫĕршыва тивĕҫлĕ граждансем пулма  ăс панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă Чăваш Ен Ертӳҫи.

Паянхи шкулсенче ачасене вĕренсе, тавракурăмлăха ӳстерсе пыма тата та чаплăрах условисем пулнине палăртнă регион Пуҫлăхĕ.  Калăпăр, Федерацин Атăлçи округĕн Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнчен вĕренсе тухакансем Раҫҫей Миноборонин аслă шкулĕсене те вĕренме кĕрейреҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Чăваш Ен Правительстви ҫамрăк яш-кĕрĕм сывă та ăслă ҫитĕнтĕр, шкулсенче условисем лайăх пулччĕр тесе сахал мар тăрăшать.  

Паян мероприятине пухăннисем ҫамрăк кадетсен ыйтăвĕсем ҫине те хурав панă.

Палăртса хăвармалла, хăй вăхăтĕнче вĕренекенсем Сывлăш-çар вăйĕсен Ю.А. Гагарин тата Н.Е. Жуковский профессор ячĕллĕ сывлăш-çар академийĕн Сызраньти филиалĕнче экскурсире пулса курнă. Çакнашкал экскурсисене Пĕтĕм Раççейри Афганистанри вăрçă инваличĕсен тата çар суранĕсен «Вăрçă инваличĕсем» общество организацийĕн Чăваш Республикинчи организацийĕн председателĕ — Геннадий Матвеев йĕркеленĕ. Вăл ăна 2008 çултанпа кашни çулах ирттерет. 

Аслă шкула, ҫар авиацийĕн училищинче Чăваш Республикин ГКЧС министрĕ Вениамин Петров хăй вăхăтĕнче вĕреннĕ пулнă, вăл Чăваш Енрен 48 ҫын Совет Союзĕпе Раҫҫей Федерацийĕн Геройĕ ята илнине те ырă хыпара пĕлтернĕ. Вĕсенчен паллисем – Николай Гаврилов, Леонид Константинов. Вĕсем Чăваш Ен паттăрĕсем.   

Тĕлпулăва пухăннисем  ҫамрăксене малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ, вĕсемпе яланах мăнаҫланнине палăртнă.  

Фоторепортаж



11 ноября 2019
18:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter