Чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуҫласа раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен Чăваш Енре М.Д.Михайлов ячĕллĕ пĕтĕм халăхсен хушшинчи XXIX–мĕш опера фестивалĕ пулать

Чӳк уйăхĕн 11-мĕшĕнче ирттернĕ планеркăра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуҫласа раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен Чăваш Енре  М.Д.Михайлов ячĕллĕ пĕтĕм халăхсен хушшинчи XXIX–мĕш опера фестивалĕ пулассине хыпарланă. Ăна хатĕрленсе йĕркеленĕ ĕҫсене кĕскен пăхса тухнă планеркăна пухăннисем.

Чăваш Республикин культура министрĕн ҫумĕ Елена Чернова фестивалĕн программи ҫав тери анлă та кăсăклă тесе хыпарланă. Кăҫал тĕп мероприятийĕн планĕпе килĕшӳллĕн, республикăри хăш-пĕр районсемпе хуласенче те паха оперăсем пулассине асăннă вĕсем сăмаха малалла тăснă май. Вăрнарта, Муркашра, Патăрьелĕнче, Хĕрлĕ Чутайра, Ҫĕрпӳре мероприятисем иртесси планра пур тенĕ вăл.

Фестиваль чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче регионта «Царская невеста» оперăпа уҫăлать. Ăна Раҫҫей Федерацийĕн Культура министерствин грантчĕпе хатĕрленĕ. Спектакль режиссерĕ   Сергей Шепелев (вăл Йошкар-Оларан).

Фестивалĕн иккĕмĕш кунĕнче те ҫак спектакль пулать. Опера артисчĕсем халăха савăнтарĕҫ. Опера юрăҫи  Венера Протасова, вăл Тутарстанри оперăпа балет театрĕнчен.  Александр Касьянов – Раҫҫейри Патшалăх академийĕн  Пысăк театр ăсти, Евгений Чернядьев (Мариинский театрта ĕҫлет),  Лю Иньлун (Китайран).  

Чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче  «Борис Годунов» опера пулать.

Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче РФ халăх артистне Дмитрий Хворостовскийне халалланă концерт иртет.

Чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче  «Пиковая дама» опера халăха кăтартĕҫ. Чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче  «Тенора Южной Африки» концерт пулать.

Фестиваль раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче гала-концертпа вĕҫленет, унта та сумлă артистсем хутшăнĕç.

Шупашкарта иртекен черетлĕ опера фестивальне халăх чăтăмсăррăн кĕтет. Раççейри чи вăйлă саслă юрăçсем пире эрнелĕхе опереттăсен тыткăнлĕҫ. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче фестиваль хăйĕн программипе регионта пурăнакансене савăнтарасса шанатпăр.



11 ноября 2019
15:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter