Чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Наци телекуравĕнче 13:00 сехетре эфирта «тӳрĕ лини» кăларăм пуҫланать, уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнать

2019 ҫулта чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Наци телекуравĕн эфирĕнче 13:00 сехетре «тӳрĕ лини» кăларăм пуҫланать. Ку хутĕнче уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев хутшăнать.  

«Тӳрĕ лини» кăларăм валли  ыйтусене халех ҫак 56-51-00 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме юрать.  Чӳк уйăхĕн 12-13-мĕш кунĕсенче халăхăн ыйтăвĕсене каҫхине 17:00 сехетчен йышăнаҫҫĕ.  Чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче вара «тӳрĕ лини» вĕҫлениччен ҫынсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене республика Пуҫлăхне пама пултарайраҫҫĕ.  



12 ноября 2019
11:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter