Чăвашкредитпромбанк халăхăн харпăр-хăй укҫине кăҫал чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуҫласа тавăрма план тăвать

Чӳк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Канашлăва яланхиллех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисем, хăш-пĕр уйрăм муниципалитетсен ертӳҫисем хутшăннă. Кун йĕркинчи чи актуаллă ыйтусене пăхса тухнă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.  Раҫҫей Федерацийĕн Тĕп банкĕ Чăвашкредитпромбанкăн лицензине  чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче каялла тавăрнă. Ыйту халăхшăн пĕлтерĕшлĕ, ҫавăнпа та кун пирки планеркăра тарăн сӳтсе явнă. РФ Тӗп банкӗ Чӑвашкредитпромбанкӑн ӗҫ-хӗлне пурнӑҫлама чарнă.

Раҫҫей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Енри Уйрăмĕн Управляющийĕ Роза Кондратьева пенси ыйтăвĕпе ҫыхăннă самантсем пирки каласа хăварнă канашлура.  Чăвашкредитпромбанк пулăшăвĕпе регионта пурăнакан 2590 ҫын усă курнине хыпарланă. Кăтарту пысăк мар, мĕнпур ветерансенчен те пурĕ те 1 процент ҫеҫ пулать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Сăмах май, ҫĕнĕлĕх пирки тӳрех хыпарсене ватăсем патне илсе ҫитернине те каланă ертӳҫĕ хăйĕн сăмахĕнче.  Массăллă информаци хатĕрĕсенче тимлекенсем те мĕнпур пĕлтерӳсене вăхăтра илсе ҫитернине асăннă вăл сăмаха ҫавăрса.  

«Графикпа килĕшӳллĕн, ватăсене пенсине Чăвашкредитпромбанкăн чӳк уйăхĕн 11-мĕшĕнче пама пуҫламалла пулнă. Ҫĕнĕлĕхсене шута илсе 1145 ҫын заявлени ҫырнă, вĕсене урăх банксем пулăшусемпе тивĕҫтерме пуҫланă.  Ыттисене Почта ҫыхăнăвĕ урлă илме те йышăну тунă. Кашни ватă хăйсем пурăнакан ҫуртсем ҫывăхĕнчи Почта уйрăмĕсенче пенси илме пултарайраҫҫĕ», – тенĕ Роза Кондратьева.  

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев лару-тăрăва туххăмрах уҫăмлатса пыма чĕнсе каланă, ватăсемпе тимлĕ пулма ыйтнă ытти банксенче специалистсене  вĕсене счетсем уҫма пулăшу пама каланă.   Ыйту пĕлтерĕшлĕ, апла пулсан пурин те пĕрне-пĕри килĕшсе ăнланса пыма тăрăшмалла.

Малалла вӑхӑтлӑх администраци ӗҫлӗ. Страховани йӗркипе килӗшӳллӗн уйрӑм ҫынсен вклачӗсене 1,4 млн тенкӗ таран ҫывӑх кунсенчех тавӑрса пама пуҫлӗҫ. Юридици тытӑмӗсен конкурс производстви вӗҫленессе кӗтме тивет.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева кредитсем пирки чарăнса тăнă.  Кредитсене тӳлеме вăхăтлăх администраци  йышăнса палăртнă, унта халăхăн хăйсен парăмне тӳлеме май пур. Енчен те ҫынсем хăйсен укҫисене упрама банка хунă пулсан, вĕсен кăҫал  чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнчен укҫасене каялла планпа килĕшӳллĕн илме пултарайраҫҫĕ, енчен те пĕтĕмпех кирлĕ пек мĕнпур ĕҫ хучĕсене йĕркене кĕртсе пĕтернĕ пулсан.



12 ноября 2019
07:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter