Красноармейски районĕнче пурăнакан ĕҫ ветеранĕ хăйне пулăшу панăшăн Чăваш Ен Пуҫлăхне тав тунă

  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне Красноармейски районĕнче пурăнакан 89 ҫулхи ветеранран, тыл ĕҫченĕнчен, ĕҫ ветеранĕнчен Мария Алексеевна Егоровăран тав ҫырăвĕ килсе ҫитнĕ.  

Пенсионер республика Пуҫлăхне ҫурта шыв кĕртме витĕм кӳнĕшĕн тав сăмахĕсем каланă.   Ватă ҫын пурăнакан Именево салинчи К.Маркс урамĕнче шыв пăрăхĕсене вăхăтра хурса пыман подрядлă организаци.  Кинемей аякка шыв ăсма тарасана  ҫӳренĕ, палăртмалла шыв ăсмалли вырăн вăл пурăнакан ҫуртран 200 м ҫӳлерех пулнă.  

Аслă ҫулти ватăн Мария Алексеевнăн тăванĕсем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕнчен пулăшу ыйтнă. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва регион Ертӳҫи татса панă.  

«Пирĕн ыйтăва татса панăшăн, ăна тимлĕхсĕр хăварманнишĕн Сире пысăк тав сăмахĕсем калатăп.  Эпĕ халĕ савăнсах пурăнатăп, пирĕн килте те таса ĕҫмелли шыв пур, ҫийĕнчех шывлă пултăмăр.  Кун пек йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва туххăмрах татса парасса пĕрре те ĕненмерĕмĕр, кĕтни пурнăҫланчĕ», - тесе ҫырнă хăйĕн тав ҫырăвĕнче ĕҫ ветеранĕ.   



12 ноября 2019
19:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter