Наци проекчĕсен мероприятийĕсем Чăваш Енре вăхăтра тата туллин пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ
Чӳк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ертсе пынă видеоканашлăва хутшăннă. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ҫумĕнчи Советăн президиумĕн ларăвне пухăннисем наци проекчĕсем епле пурнăҫа кĕрсе пынине тарăн тишкернĕ. Ертӳҫĕсем таварсене экспорта куҫарассине, ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерессине, вак тата вăтам предпринимательĕх пайне витĕм кӳрессине, бизнес сферăра тăрăшакансен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртессине тарăн сӳтсе явнă.
Ларăва уҫнă май, Дмитрий Медведев проектсене пурнăҫа кĕртсе пырасси пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тесе палăртнă. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне хăпартассипе йышăннă ĕҫсем ҫине ытларах тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. Наци проекчĕпе ҫыхăннă мероприятисен ĕҫĕсене генеральнăй прокуратура та тимлĕн пăхнине асăнса хăварнă вăл. Апла пулсан, кирек-епле проектсене пурнăҫа кĕртнĕ чухне те асăрхануллă пулмалла, тухăҫлăха пĕлмелле, кашни регионăн ĕҫне пĕлсе тата кирлĕ пек шайра йĕркелесе пурнăҫласа кĕртсе пымаллине чĕнсе каланă. Бюджетран куҫакан укҫа-тенкĕпе тĕллевлĕн усă курмалла, графика пăхăнса ĕҫлемелле, мĕнпур палăртса хунă ĕҫсене туллин пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшмаллине асăннă вăл.
«Наци проекчĕсем ҫĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ. Енчен те йĕркесĕрлĕх пулсан, кашнин явап тытма тивет, апла пулсан пурин те тимлĕ, пĕлсе лайăх ĕҫлесе пымалла», - тесе палăртнă Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ.
Ларура ҫĕршыври хăш-пĕр регионсен пуҫлăхĕсен доклачĕсене итленĕ, тĕрĕслев органĕсемпе епле ĕҫленине, налук режимĕ пирки те чарăнса тăнă ертӳҫĕсем.
Таварсене экспорта куҫарассипе ҫыхăннă наци проектне пурнăҫлассинче Чăваш Енре регионăн «Системные меры развития международной кооперации и экспорта» анлă проекчĕ пурнăҫа кĕрет. Вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче тăрăшакан 25 субъект таварсене экспорта куҫарассипе контрактсем алă пусса ҫирĕплетнĕ. Чи малтан тулашри рынока «НПП Элма Электроникс», ИП Сорокин Алексей Вениаминович, «Эковит» ТМЯО тухнă. Палăртнă мероприятисене пĕтĕмпех пурнăҫласа пырсан, каярах пĕтĕмлетӳ тăвĕҫ, вĕсен тухăҫлăхне тишкерĕҫ.
«Экспорт продукции АПК» Чăваш Республикин проекчĕ анлă пурнăҫа кĕни те куҫкĕретех. АПК таварĕсене экспорта куҫарса, кăтартăва 2024-мĕш ҫулсем тĕлне 46 млн доллар США ҫитерме план тунă. (Палăртмалла, 2017 ҫулхинчен 2,4 хут та нумайрах пуласси куҫкĕретех пулĕ). 2019 ҫулта кăрлач-юпа уйăхĕнчи мероприятисене туллин графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртсе пынă.
Юлашки пилӗк ҫулта ял хуҫалӑх таварӗсен экспорчӗн калӑпӑшӗ ӳснӗ, 2024 ҫул тӗлне вӑл тата нумайрах ӳсмелле. Ҫавӑнпа та республикӑри ҫӗр ӗҫченӗсен умӗнче ял хуҫалӑх производствине ӳстерсе пырассине тата продукцие тарӑннӑн та пахалӑхлӑн тирпейлессине тивӗҫтермелли тӗллев тӑрать.
«Производительность труда и поддержка занятости» наци проекчĕн планĕпе килĕшӳллĕн, 2019–2024-мĕш ҫулсем валли 250 млн бюджетран мар кĕрекен укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă, вăл шутран 2019 ҫул валли – 50 млн.
«Адресная поддержка повышения производительности труда на предприятиях» Чăваш Республикинчи регион проектне тĕпе хурса предприятисенчи ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерме тĕллев лартнă. «Чебоксарский завод силовых агрегатов» ТМЯО, «Чебоксарское предприятие «Сеспель» АХО ĕҫ тухăҫлăхĕ хăпарасси куҫкĕретех пулĕ.
«Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательсен пуҫарӑвне пулӑшасси» наци проекчĕ пирки сăмах пуҫарнă май, республика чылай ĕҫ пурнăҫласа пыма та ĕлкĕрнĕ. Эпир пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсем патӗнче ӗҫлекенсен йышне 2018 ҫулхи кăтартăва 2024 ҫул тӗлне ӳстерме палӑртнă. «Манăн бизнес» Центра хута ярассипе регион активлă тăрăшать. Кун пек чухне, предпринимательсен патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕсене пĕр центртан илме май пулĕ.
Пулӑшу паракан финанс институчӗсем пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсем кредит ресурсӗсемпе усӑ курма пултармалли тытӑма ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫавна май чи пӗчӗк заемсем илмелли сроксем кӗскелеҫҫӗ тата вӗсене илме паракан заявленисене пӑхса тухас ӗҫ ансатланать. Унсӑр пуҫне, республикӑри монохуласенче ӗҫлеме предпринимательсем валли лайӑхрах майсем палӑртаҫҫӗ.
Объектсене хута яма федераци тата республика бюджечĕсенчен пурĕ 64,5 млн пăхса хăварнă. Регион проектне пурнăҫа кĕртнĕ май, вак тата вăтам предпринимательлĕхшĕн административлă майпа пулакан йывăрлăхсем чакĕҫ. «Создание системы поддержки фермеров и развитие сельской кооперации» Чăваш Республикин регион проектне пурнăҫа кĕртсе 2024-мĕш ҫулсем валли ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ хресчен фермер хуҫалăхĕсем йĕркеленесси паллă, вĕсен йышĕ 1350 ҫынран кая мар пуласси те куҫкĕретех пулĕ. Пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантармалли наци проекчӗн шайӗнче агропредпринимательлӗхе пулӑшу памалли хушма майсем, хушма хуҫалӑха хресчен-фермер хуҫалӑхӗ шайне ҫитерме, ял ҫыннисене вара ял хуҫалӑх кооперацийӗсен ӗҫне явӑҫтарма пулӑшакан майсем, ӗҫе кӗресси куҫкĕретех. Паянхи кун тĕлне илес пулсан, ял хуҫалăх пайĕпе тимлекенсен йышĕ 230 ҫын, вĕсем вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшаҫҫĕ, патшалăх тĕревне те сахал мар илнĕ, плана пăхас пулсан, 90 процент тивĕҫтернĕ.
Справка.
Чăваш Республики федерацин 67 проектĕнчен 52-шĕпе анлăн ĕҫлесе пырать. Вĕсене пурне те Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн 2018 ҫулта ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ Указне тĕпе хурса йышăнса хăварнă. Раҫҫей Президенчӗ 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи Указӗнче палӑртнӑ ҫирӗп тӗллевлӗ йышӑнӑвӗсем республикăна малалла вӑйлӑн аталантарма пулӑшса пыраҫҫĕ.
2019 ҫулта чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне регионти проектсене пурнăҫа кĕртме мĕнпур ҫăлкуҫсенчен палăртса хунă мероприятисем валли 16,2 млрд тăкакланă. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ хыснинче 2019-мĕш ҫул валли 11,3 млрд. пăхса хăварнă, вăл шутран федераци хыснинчен – 7,2 млрд, республика бюджетĕнчен – 3,4 млрд, вырăнти бюджетран – 0,7 млрд уйăрнă.