Чăваш Енри промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшне çул пӳлес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

Состоялось заседание Комиссии по противодействию незаконному обороту промышленной продукции в Чувашской РеспубликеЧӳк уйăхĕн 12-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче Прормышленноҫ таварĕсен саккунсăр ҫаврăнăшне хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.  

Ларăва уҫнă май, республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, комисси чи малтанах  предприятисемпе организацисен экономика интересĕсене хӳтĕлесси ҫине, налук вăхăтра тӳлекеннисем патне пысăк тимлĕх уйăрнине палăртса каланă. Яваплăха туйса ĕҫлемен предпринимательсене тупса палăртсан, ҫийĕнчех вĕсене явап тыттармаллине те чĕнсе хăварнă регион Пуҫлăхĕ.   Чăваш Республикин экономика министрĕ Павел Иванов кăҫал 10 уйăх хушшинче йĕркесĕрлĕх  пирки виҫĕ тĕслĕх тупса палăртнине асăннă.

Министр Чăваш Енри промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕн лару-тăрăвĕ, промышленноç предприятийĕсем туса кăларакан тавара хӳтĕлеме йышăнакан мерăсем çинчен каласа кăтартнă.

  Предприятисенче экономика  хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерекен ертӳҫĕсем те ку хутĕнче ларăва хутшăннă. «Контрафакт таварĕсем вуннăна яхăн тупса палăртнă. Бюджета вĕсене пула тупăш 110 млн кĕмен», тесе каланă Алексей Заиченко. «Ремонтный завод ходовых систем» ТМЯО ертӳҫи тĕлĕшĕпе уголовлă майпа ĕҫ пуҫарнине те асăннă ертӳҫĕсем.

Контрафакт промышленноçа аталанма такăнтарать, пахалăх стандарчĕсене пăхăнманни çынсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Контрафакт таварĕ рынока тухни тӳрĕ кăмăлпа продукци туса кăларакансене ура хурать.

Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва татса пама Раҫҫей Минпромторгне сĕнӳпе тухма юранине асăнса хăварнă пуҫлăхсем. Росстандарт Атăлҫи федераци округĕнчи Территорийĕсен управленийĕн Чăваш Республикинчи инспекцийĕн пай пуҫлăхĕ Надежда Салдакова  ларура тарăн доклад тунă, топлива рынокĕнче лару-тăру уҫăмланса пынине палăртнă вăл. 2015-мĕш ҫулта сахал мар  йĕркесĕрлĕх пуррине тупса палăртнă пулсан, 2016-2017-мĕш  ҫулсенче кăтарту ырă енне куҫнине, пĕтĕмпе те йĕрке пăснă тĕслĕх 2 процент ҫеҫ тесе каланă.    Чи пахи кăтартусем лайăх енне куҫса пыни куҫкĕретех, 2018 ҫулта пачах та йĕркесĕрлĕх пулман тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  Кăҫал 9 уйăх хушшинче те кăтартусем аван, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланнине хыпарланă ертӳҫĕ.

 Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен  министерствинче экономика хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерекен управленийĕн пуҫлăхĕ Андрей Семенов  пĕр йĕркесĕрлĕх пирки чарăнса тăнă, Куславкка районĕ урлă иртекен  нефтепровод магистралĕ ҫинче йĕрке пăснă тĕслĕх ҫинчен хыпарланă. Хальхи вăхăтра специалистсем йĕрке пăсакансене тупса палăртассипе тимлĕн ĕҫленине каланă.  Кунсăр пуҫне тĕрлĕ машинăсем валли хатĕрленекен шĕвексене технологисене пăхăнса хута яманни пирки те чарăнса тăнă, республикăна саккунсăр майпа килекен таварсене тупса палăртнă мероприятисемпе паллаштарнă.

Комисси ĕҫне пухăннисем эмелсем пирки  сӳтсе явнă,  пахалăхсене тарăн тишкернĕ.    Федерацин сывлăх сыхлавĕн асăрхав службин Чăваш Республикинчи территори  органĕн ертӳҫи Татьяна Аносова хăйĕн сăмахĕнче 2019 ҫулта кăрлач-авăн уйăхĕсенче сахал мар тĕрĕслев графикпа килĕшӳллĕн йĕркеленине хыпарланă,  йĕрке пăснă тĕслĕхсем пĕрре те пулман тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

 «Юлашки вăхăтра ку енĕпе рынок ҫав тери таса.  Пирĕн Чăваш Республикинче 2006-мĕш ҫултан пуҫласа йĕркесĕрлĕх пачах та пулман», – тенĕ Росздравнадзор Территори органĕн ертӳҫи. 2020-мĕш ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа эмелсене ятарлă маркировка тăваҫҫĕ. Ун чухне пахалăх енчен таса мар таварсене тӳрех тупса палăртма май килĕ теҫҫĕ специалистсем.  

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн докладĕнче лекарство таврашне маркировка тăвасси пирки проект хатĕрленни ҫинчен каласа кăтартнă.  Вăл ĕҫе пĕтĕмпе 588 предприятине явăҫтарма май килнине, вĕсен тытăмне  255 организаци,   вăл шутран 82 процента яхăн – аптекăсем, 32 проценчĕ вара медицина учрежденийĕсем хутшăнма кăмăл тунине каланă.

Фоторепортаж 



12 ноября 2019
18:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter