«Патшалăх халăха упрассишĕн, вĕсем вăрăм ĕмĕрлĕ пулччĕр тесе условисем йĕркелесе тăратма тăрăшать, пирĕншĕн тĕп пуянлăх – республикăра пурăнакан халăх», – тенĕ Михаил Игнатьев

Михаил Игнатьев: «Государственная политика направлена на народосбережение, создание условий для активного долголетия»Чӳк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пулнă. Унпа пĕрле ĕҫлĕ тĕлпулăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алевтина Федорова,  И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров тата медицина факультечĕн деканĕ Валентина Диомидова хутшăннă.

Нумаях пулмасть регион Ертӳҫи вĕренӳпе лаборатори корпусĕн «С» уйрăмĕнче пулнăччĕ, юсав ĕҫĕсене тишкернĕччĕ.  Ҫурта тĕпрен тирпейлесе ҫĕнетме 40 млн тенкĕ тăкакланă.  Юлашки икĕ ҫул хушшинче хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан хатĕрсене илсе вырнаҫтарнă ҫĕнелнĕ корпусра, вĕсене валли 62,7 млн тăкакланă.  Вăл укҫа-тенкĕрен пĕрре виҫҫĕмĕш пайĕ патшалăх енчен субсиди мелĕпе куҫнă.     

Факультета пăхса ҫаврăннă май, Михаил Игнатьев студентсемпе курнăҫнă, вĕрентекенсемпе канашланă.  Вĕсене регион Ертӳҫи Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин тата Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн стипендине тивĕҫнине ҫирĕплетекен свидетельство парса чысланă.   

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров Чăваш Республикин Пуҫлăхне аслă шкула вăй илсе аталанса пыма пысăк тĕрев панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. «Экспорт образования» федераци проектне тĕпе хурса, университетăн 2-мĕш №-лĕ общежитине реконструкцилеме йышăну тунине те палăртнă. Палăртмалла, вăл ҫуртра шăпах та, медицина пайĕнче тăрăшакансем пурăнаҫҫĕ.  Раҫҫейре 500 бассейн хута ярас Пĕтĕм Раҫҫейри «Единая Россия» политика партийĕн проекчĕпе килĕшӳллĕн, ҫитес вĕренӳ ҫӳлĕ пуҫланнă тĕле аслă шкулта объект хута каясси планра пур.  

Паянхи куна илес пулсан, медицина факультетĕнче пĕтĕмпе 5900 ытла студент ăс пухать.  Факультетра пурĕ 24 кафедра шутланса тăрать.  Атăлҫи федераци тăрăхĕнче пирĕн аслă шкулти анатоми музейĕ чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри тесен те йăнăш мар.  Аспирантсемпе, пулас медицина ĕҫченĕсемпе аслă шкул чăнласах та мăнаҫланса тăрать.  Нумаях пулмасть Санкт-Петербургра иртнĕ студентсем хушшинчи уҫă олимпиадăра Чăваш Енĕн студенчĕсем хисеплĕ пĕрремĕш вырăна ҫĕнсе илнĕ, тӳрех икĕ проект Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнчи ăмăртура мала тухса ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăнă.

3-мĕш ҫул аспирант пулса вĕренекен Елена Соленова Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева ҫамрăк специалистсен ячĕпе сывлăх сыхлавĕн пайĕнче ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ объектсем хута кайнишĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.   Пулас специалистсем валли те паха ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленсе пынине палăртса хăварнă.  Ҫамрăк специалистсен ĕҫ вырăнĕсем пĕтĕмпех пысăк технологисемпе ҫыхăннă тенĕ, ĕҫ укҫи шайĕ те пĕчĕк пулманнине тепĕр хут ҫирĕплетсе хăварнă.  Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ҫулсерен регионта сывлăх сыхлавне аталантарма бюджетран 21 млрд кая мар укҫа тăкакланать тесе асăннă, ку енĕпе республика ҫĕршывра ытти регионсемпе танлаштарсан самай тивĕҫлĕ вырăнта йышăнать тенĕ сăмаха малалла тăснă  май. 5 ҫул хушшинче регионти мĕнпур поликлиникăсене тĕпрен ҫĕнетсе тухма плана кĕртнĕ.  «Патшалăх халăха упрассишĕн сахал мар тăрăшать.  Ҫынсем вăрăм ĕмĕрлĕ пулччĕр тесе условисем йĕркелесе тăратма витĕм кӳрет.  Пирĕншĕн тĕп приоритет – республикăра пурăнакан халăх.  Чирлисене сыватасси – тĕп тĕллев», – тенĕ вăл.

Аслă шкулăн ертӳлĕхĕ медицинăна вăй илтерес ĕҫ ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртса каланă Михаил Игнатьев.  Вĕренӳ учрежденийĕнчен паха специалистсем ăс пухса тухаҫҫĕ. Ялсене ĕҫлеме ҫул тытаҫҫĕ, халăхăн сывлăхне упрассишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ тенĕ Ертӳҫĕ сăмаха ҫавăрса. «Факультета аталантарас ĕҫ ҫине чылай укҫа тăкакланă.  Сывлăх сыхлавне инвестици хывни куҫкĕретех.  Пысăк тавра курăмлă профессионалсем ҫĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ. Сирĕнпе эпир яланах мăнаҫланатпăр», – каланă республика Пуҫлăхĕ.  Пулас врачсене малашне те пысăк ҫитĕнӳсем тума вăй- хал суннă, пĕлĕве пуянлатса пырса, ҫынсемшĕн усăллă пулма чĕнсе каланă.  

Фоторепортаж



13 ноября 2019
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter