«Ачасене хушма пĕлӳпе тивĕҫтересси патшалăхăн тĕп приоритечĕсенчен пĕри пулнă та, пулать те», - палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.  Ăна яланхиллех регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Ларăва пухăннисем Чăваш Енĕн тĕп хулинче культура, спорт, ачасене хушма пĕлӳ паракан учрежденийĕсене оптимизацилессипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн пăхса тухнă.  

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче чăнласах та, 2020-мĕш ҫулта социаллă сферăри учрежденийĕсенче оптимизаци тума шут тытнине хыпарланă.  Хула бюджечĕ тăкаклă, кăтарту 500 млн та иртсе кайнине пĕлтернĕ  ертӳҫĕ.

«Ыйту питĕ кăткăс. Ҫитес ҫул  хула бюджетне налуксем 500 млн кĕрсе ҫитереймеҫҫĕ. Ăна кура, хăш-пĕр учрежденийĕсенчи ĕҫсене тишкерме план тунă, май килнĕ таран оптимизацилеме пăхса хăварнă.   Вулавăшсене, хăш-пĕр спорт учрежденийĕсене, клубсене ытларах ҫак ыйту пырса тивĕ. Халăха ĕҫсĕр тăратса хăвармăпăр, вĕсене урăх учрежденисене вырнаҫтарма шутлатпăр.  Енчен те хăш-пĕр ҫуртсем пушансах юлсан,  тен вара урăхла мерăсем йышăнма тивĕ», - тенĕ Алексей Ладыков.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ халăхăн сĕнĕвне шута илме, кирек-епле йышăнăва та пăхса хăварса ҫирĕплетиччен, ҫĕнĕлĕхсене халăх патне вăхăтра илсе ҫитерме тăрăшмалла тенĕ.  Бюджет йывăрлăхĕ ҫинчен пĕлтĕмĕр, апла пулсан ăна тултарасси пирки тăрăшмалла, парăмҫăсемпе ĕҫлемелле, вĕсен укҫи-тенкине бюджета хывма мерăсем йышăнсан аван тенĕ ертӳҫĕсем.

«Оптимизаци тунă хыҫҫăн, пушанса юлнă ҫуртсене сутас шухăш пачах та пулмалла мар.  Ачасене хушма пĕлӳпе тивĕҫтересси патшалăх приоритечĕ. Кун пирки никамăн та манмалла мар.  Пахалăхлă пĕлӳпе ачасене тивĕҫтересси –тĕп тĕллевсенчен пĕри», – тенĕ Михаил Игнатьев.  

Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Культура министерствине, Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствине,  Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствине, Чăваш Республикин Финанс министерствине мĕнпур ыйтусене пĕрле тарăн пăхса тухса тĕрĕс йышăнусем тума витĕм кӳме хушса хăварнă.  Ку ĕҫе Обществăлла палатăн членĕсем хутшăнсан та питĕ меллĕ пулнă пулĕччĕ тенĕ Пуҫлăх сăмаха ҫавăрса. «Экспертсем те ĕҫе кӳлĕнччĕр, вĕсем те тĕрĕс йышăнусем тума сĕнӳсем тăратчĕр», - тесе хушса каланă Чăваш Республикин Обществăлла палатăн Председательне Алексей Судленкова Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Ыйтăва кăҫал раштав уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне уҫăмлатма хушса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. 



13 ноября 2019
17:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter