Республикăри эпизооти лару-тăрăвĕ япăх мар

Чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркинчи ыйтупа ветеринари службисен регионти ĕҫ-хĕлĕ пирки Чăваш Республикинчи ведомство ертӳҫи Сергей Скворцов тарăн доклад туса панă.   Вăл республика территорийĕнче ырă витĕмлĕ эпизооти тăрăмне тивĕçтерессишĕн пурнăçлакан ĕçсем çинчен ăнлантарса панă. Палăртнă служба ĕҫченĕсем выльăх-чĕрлĕх чирĕсем сарăлассинчен сыхă тăнине каланă.  «Халăха усал чир-чĕрсенчен яланах сыхă тăмалла, региона усал амаксем килсе ерессинчен асăрханмалла», - тенĕ Сергей Скворцов.    

Ветеринари тытăмĕнче тăрăшакансен чирсенчен асăрханса кулленех профилактика ĕҫне йĕркелемелле.  Планпа килĕшӳллĕн, мĕнпур мероприятисене йĕркелесе ирттернине хыпарланă Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертӳçи Сергей Скворцов.

Пĕтĕмĕшле илсен фермăсенче ерекен хăрушă чир-чĕре сарăлма паманнине, уйрăммăн илсен  выльăх амакĕсенчен хӳтĕленес тĕллевпе профилатика ĕçне вăйлатма чĕнсе каланă.

Бруцеллез, туберкулез, лейкоз, сыснасен Африка мурĕнчен, кайăк грипĕнчен сыхланас ыйтусене те кун йĕркинчен кăлармалла мар тенĕ ведомство ертӳҫи. Лейкоз тенĕрен, ку енĕпе инфекциллĕ выльăхсем хальлĕхе пуррине асăннă вăл. Çĕпĕр язвинчен мĕнпур выльăха вакцинациленĕ. Çак чире пула вилнĕ выльăхăн тахçанхи масарĕсене тирпейлесси çинчен те манма юрамасть. Специалистсем ку тĕлĕшпе тимлĕ ĕҫленине палăртса каланă вăл. Республикăри эпизооти лару-тăрăвĕ япăх мар тенĕ сăмаха вĕҫленĕ май.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  урамсенче хуҫасемсĕр усăсăр сулланса ҫӳрекен йытăсем пирки сăмах пуҫарнă.  Шăпах та, вĕсем нумай чухне халăха пăтăрмахсем кăларса тăратаҫҫĕ. Йытăсем те ҫынсене тапăнни пĕрре мар пулкаланă республикăра тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев пуҫарнă шухăша малалла тăсса Чăваш Енĕн прокурорĕ  Василий Пословский  Ҫĕрпӳре пулса иртнĕ инкек пирки чарăнса тăнă.  Ҫынна вилмеллех йытă суранлатса пĕтернине аса илнĕ. Кун пек тĕслĕхсем ӳлĕмрен пулассинчен специалистсен сыхă тăмаллине чĕнсе каланă вăл.

Сергей Скворцов кăҫал ведомствăра тăрăшакан ятарлă специалистсем икĕ пин ытла йытăна наркăмăшласа вĕлернине хыпарланă.  Кăтарту пĕчĕк мар, тата та ҫавăн чухлех республикăри муниципалитетсенче сыхланса юлнă-ха усал хуҫасăр йытăсем тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  «Кашни уйăхрах пĕтĕмлетӳсем туса пыма тăрăшăр. Ҫĕршывра кирлĕ пек саккунсене пăхса тухса йышăнса хăварнă. Вĕсемпе пĕлсе тата тĕрĕс усă курса пымалла.  Пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланмалла.  Ҫитес ҫул та ҫӳлерех палăртнă ыйтупа активлă тăрăшмалла. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси пирĕн тĕп ыйтусенчен пĕри шутланать», - тесе ҫирĕппĕн асăрхаттарса каланă  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев



13 ноября 2019
17:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter