2019 ҫулта кăрлач-юпа уйăхĕсенче Чăваш Республикин республика бюджетне 16,1 процент чухлĕ ӳстерсе пурнăҫланă

Чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.  Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕринпе – республика бюджечĕ пирки калакан ĕҫ хучĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина  паллаштарнă. Кăҫалхи 10 уйăх хушшинчи ĕҫ кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.

Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджечĕн тупăш пайĕ 45 935,2 млн танлашнă, 2018 ҫулхи ҫак тапхăртинчен кăтарту 16,1 процент пысăк пулни сисĕнет.  Республикăн харпăр хăй тупăшĕ 25106,8 млн танлашнă, кăтарту 2,2 процент нумайтарах.  

Федераци бюджетĕнчен те сахал мар укҫа куҫнă республика хыснине, кăтарту 18 201,7 млн ҫитнĕ, 2018 ҫулхи ҫак тапхăртинчен 26,9 процент чухлĕ пысăкрах пулни куҫкĕретех тенĕ министерство ертӳҫи хăйĕн докладĕнче.

Республика бюджечĕн тăкак пайĕ чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне  38 821,9 млн ҫитнĕ.  Вăл шутран вĕренӳ пайне – 13 224,5 млн, сывлăх сыхлавне   – 3 630,4 млн,    социаллă политикăна – 11 061,3 млн, наци экономикине  ­– 5 272 млн тăкакланă.  

Кăҫал 10 уйăх хушшинче инвестици пайне 3 736 млн хывнă, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен 1,7 хут нумайтарах пулни курăнать.  

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ  бюджечĕн тупăш пайĕ 51 752,9 млн танлашнă, тăкак  виҫи 45 610,7  млн пулнă.  

Федерацин налук службин Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Марина Петрова хăйĕн сăмахĕнче регионта налук пухассипе лайăх ĕҫленине, кăтарту пысăк тесе хыпарланă. «Регионтан хăш-пĕр организацисем ытти регионсене тухса кайса регистрациленнĕ тĕслĕхсем пур. Пăшăрханма кирлĕ мар, вĕсем налук тӳлессипе кирлĕ пек шайра пур-пĕрех ĕҫлеменнисем. Пирĕн пата вара ытти регионсенчен чи лайăх та ăнăҫлисем килсе регистрациленеҫҫĕ, налуксене те вăхăтра тӳлесе пыраҫҫĕ. Ҫулсерен республикăра вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕпе ĕҫлекенсен шучĕ ӳссех пырать. Кăтартусем те ҫакнах ҫирĕплетеҫҫĕ. Кăҫал 10 уйăх хушшинче республика бюджетне пĕлтĕрхи кăтартусенчен 200 млн ытла укҫа пуҫтарăннă. Регионта яваплăха туйса ĕҫлекенсем предприятисемпе организацисем уҫма килĕшеҫҫĕ. Пирĕн тăрăхран, йĕркене пăхăнманнисем кайни пирки пăшăрханма питех кирлĕ мар», - тенĕ федерацин Налук службин  Чăваш Енри управленийĕн ертӳҫи Марина Петрова.      

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра влаҫ тата предпринимательлĕх пайĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пынине каланă. Бизнесра тăрăшакансем влаҫри ҫынсемпе кăмăллă пулни куҫкĕретех. Организацисене кулленех уҫса пыраҫҫĕ. Вак тата вăтам предпринимательлĕх валли республикăра условисем чаплă, ҫакнах бизнесра тăрăшакансем те пĕрре те ҫеҫ мар ҫирĕплетсе каланă.

«Тăрса юлнă-ха пур-пĕрех налук тӳлеменнисем. Вĕсене те явап тыттармалла. Шăпах та, вĕсем регионта ĕҫлеме кăмăл тумаҫҫĕ, усал хыпар та сарма пикенеҫҫĕ, пирĕн тăрăхран тарса ытти субъектсене кайма тăрăшаҫҫĕ.  Налуксене таса чунпа тӳлесе пыракансене яланах витĕм кӳретпĕр эпир, условисем йĕркелесе паратпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

Ларура ытти ыйтусене те тарăн тишкернĕ. Эрех-сăраран бюджета кĕрекен укҫа-тенкĕ ыйтăвĕ пирки те сăмах пуҫарнă.   Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Экономика министерствине право хуралĕнче тăрăшакансемпе пĕрле саккунсăр майпа сутăнакан эрех-сăрасем пирки  ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă.  Халăх сывлăхĕшĕн сиен кӳрекен наркăмăшлă эрехе сутма чарса лартма чĕнсе каланă вăл. Кун йĕркине кĕртнĕ мĕнпур ыйтусене тарăн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.  



13 ноября 2019
15:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter