Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Иван Лоорпа тĕл пулнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев встретился с депутатом Госдумы России Иваном Лоором Чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе, аграри ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн членĕпе Иван Лоорпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Вурнарский мясокомбинат» тулли мар яваплă обществăн компанийĕн президенчĕ Юрий Попов хутшăннă.  

Тĕлпулу вăхăтĕнче эртӳҫĕсем электроэнерги хакĕ ҫинчен, аграри тытăмĕнче ĕҫлекенсем валли ҫăмăллăх тарифĕсем пирки те ыйтăва сӳтсе явнă.

Иван Лоор хăйĕн сăмахĕнче ял хуҫалăх енĕпе ĕҫлекен ертӳҫĕсем хушшинче Михаил Игнатьев чи хисеплĕ те пысăк тавракурăмлă ертӳҫĕ пулнине палăртнă.  Вăл яланах хăйне пысăк ĕҫпе кăтартса панине, ҫавăнпа та Ертӳҫĕ палăртакан ыйтусем патшалăх шайĕнче те пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă, унăн сĕнĕвĕсене шута илме тăрăшнине асăннă сумлă хăна.

«РФ Патшалăх Думинче Алтай крайĕн сĕнĕвĕсене шута илме витĕм кӳретĕп пулин те, пур-пĕрех лайăх ăнланса тăратăп, Раҫҫейри мĕнпур хресченсен ыйтăвĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине», - тенĕ Иван Лоор.  

РФ Патшалăх Думин депутачĕ паян ĕҫлĕ визитпа Чăваш Енре пулнă май,  «Новочебоксарский», теплица комплексĕпе паллашма плана кĕртнĕ.  Пĕр килнĕ пек чухне, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче, сĕт-ҫу ферминче те пулса курма тĕллев лартнă.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче хăнапа пĕрле республикăри ертӳҫĕсем хăмла лартса ҫитĕнтерес ыйтăва та тарăн пăхса тухнă, пуласлăхри тĕллевсем пирки канашланă, Чăваш Енпе Алтай крайĕ хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарасси ҫинчен, шалти туризма аталантарасси пирки те чарăнса тăнă. Уҫă тĕлпулу хыҫҫăн, Михаил Игнатьев тата Иван Лоор журналистсен ыйтăвĕсем ҫине хурав панă. 

Фоторепортаж



15 ноября 2019
13:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter