«Ҫамрăксене эпир яланах шаннă, малашне те шанăпăр!», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев: «В молодежь мы верили, верим и будем верить!» Чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Политические горизонты - 2019»  мероприятине хутшăннă ҫамрăксемпе уҫă тĕлпулу ирттернĕ. Ку пулăма Чăваш Енре пуҫласа йĕркеленĕ, ăна пуҫарса яраканĕ Чăваш Республикин тĕп хулин Депутатсен пухăвĕ шутланать.  Мероприятине ҫĕршыври вăтăр регионтан хăнасем килсе ҫитнĕ.  Вĕсем тĕрлĕ организацисенче тăрăшаҫҫĕ, ҫамрăксен пуҫаруллă ĕҫĕсене пурнăҫа кĕртсе пырасссишĕн тимлеҫҫĕ.  Палăртмалла, Атăлҫи федераци округĕнчи ҫамрăксем хăйне евĕр, вĕсем ыттисенчен пысăк тавракурăмлăхпа уйрăлмса тăраҫҫĕ, тепĕр тесен активлă пулни те куҫкĕретех.

«Эсир питĕ пысăк ĕҫ тăватăр.  Ҫамрăк пулин те яваплă мероприятисене кӳлĕнме тăрăшатăр», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Республика Пуҫлăхĕ чи малтан мероприятине пухăннисене регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ пирки тарăн каласа кăтартнă. Сăмах май, Чăваш Енĕн электротехника кластерĕ ыттисемшĕн паха тĕслĕхре тесе каланă. Вĕсен ҫитĕнĕвĕ ҫĕршыв шайĕнче паллă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Предприятисем тирпейлесе кăларакан таварсене тĕнче шайĕнче кăмăл тусах йышăннине те хыпарланă регион Пуҫлăхĕ.  Тепĕр тесен палăртмалла, шăпах та вăл сферăра тимлекенсенчен нумайăшĕ ҫамрăксем.  Студентсем ĕҫсене хастар хутшăннине хыпарланă  вăл сăмаха май.  Паллă, электротехника енĕпе ăс пухакан студентсем пĕрре те иккĕленмеҫҫĕ ĕҫсĕр тăрса юласран, вĕсене хапăл тусах йышăнаҫҫĕ предприятисемпе организацисенче. Аслă шкулсенче вĕренекенсем виҫҫĕмĕш курс хыҫҫăнах, тӳрех пысăк предприятисенче хăйсен ăсталăхне кăтартса пама пултарайраҫҫĕ.  Каярах ĕҫе вырнаҫсан, пысăк ĕҫ укҫи илсе, хăйсен пурнăҫне тирпейлĕ тытса пырса, ҫемйеллĕ пулма тăрăшни те куҫкĕретех.

Ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас ыйту та паянхи пурнăҫ таппинче пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăрать.  Кашни ҫул тĕрлĕ профилактика ĕҫĕсене ирттереҫҫĕ, граждансен кăмăл-туйăмне витĕм кӳрекен паха мероприятисем те чылай пăхса хăварнă ҫулсерен палăртакан анлă плансенче ятарлă специалистсем. Палăртма кăмăллă, регионта нумай ачаллă ҫемйесен шучĕ ӳссех пырать, кăтарту ҫулсерен 1,5 хут нумайланса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче тата ҫакна та палăртса хăварнă. Паянхи пурнăҫ таппинче ялта та хулари пекех пĕр тан условисем. Халăха пурăнма хăтлă условисем пулни куҫкĕретех. Ҫĕршывра пирĕн Чăваш Ен экологи тĕлĕшĕнчен таса субъект шутĕнче, мĕнпур кăтартусемпе малти вырăнта тăрать, чи ăнăҫлă ĕҫлекен вунă регион йышĕнче. Усал ҫӳп-ҫапа пухса тирпейлессипе регионта анлă ĕҫлеҫҫĕ. 

«Вăл ĕҫсенче пире уйрăмах ҫамрăксем чылай пулăшаҫҫĕ. Волонтерсем хапăл тусах мероприятисене хутшăнма тăрăшаҫҫĕ.  Ҫамрăк депутатсем, халăхпа пĕрле хар тăрса тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕҫе хутшăнни пурсăмăра та савăнтарать», - тесе хушса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Ҫамрăк депутатсем малашне те обществăлла ĕҫсене хутшăнма шантарнă.  Ҫамрăксене хӳтĕлессипе ҫыхăннă ĕҫ хучĕсене йĕркелесе пырас ĕҫе те витĕм кӳрессине палăртнă, влаҫпа халăх хушшинчи ҫыхăнăва сарассипе активлăрах ĕҫлессине пĕлтернĕ. Паян ҫĕршывра ҫамрăксен 14 парламенчĕ ĕҫлет.  Чăваш Республикин Ҫамрăксен парламентне те вăл шута кĕртмелли пирки сăмахланă.  

«Енчен те сире вăл хушма вăй-хăват парать пулсан, эпир пĕрре те хирĕҫ мар, яланах хавас сирĕнпе пĕрле ĕҫлеме», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думи ҫумĕнчи Ҫамрăксен парламенчĕн председателĕ Мария Воропаева влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсем   «Политические горизонты - 2019» Атăлҫи федераци округĕнчи ҫамрăксен съездне тимлĕх уйăрни ҫав тери пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă. «Чăваш Енре Атăлҫи федераци округĕн шайĕнче пысăк мероприяти иртет.  Чăваш Ен тата Шупашкар ҫамрăксемпе ĕҫлеме хатĕр. Сĕнӳсем парса пулăшасса шансах тăратпăр.  Ытти регионсенчен те ҫамрăксене хапăл тусах кĕтеҫҫĕ республикăра.   Ҫамрăксен юхăмĕ вăй илсе пыни куҫкĕретех.  Ку питĕ лайăх.  Кун пек лару-тăру пур ҫĕрте те мар. Ытти регионсенче пачах та вара урăхла. Эсир тĕслĕх вырăнĕнче вĕсемшĕн», - тенĕ сăмаха тăсса Мария Воропаева.

РФ Патшалăх Думин ҫумĕнчи Ҫамрăксен парламенчĕ хатĕрленĕ проект пирки каласа кăтартнă.  Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунине халалласа Раҫҫейре «Кашни кунах Раҫҫейпе мăнаҫланатăп» пысăк проект пурнăҫа кĕнине палăртнă.  Кун йышши мероприятине ҫитес уйăхра раштавăн вун виҫҫĕмĕшĕнче ирттерме плана кĕртнĕ тенĕ вăл. Ҫамрăксем тĕлпулу вăхăтĕнче патшалăх енчен куҫакан пулăшусем пирки кăсăкланнă.  Наци культурипе чĕлхине упраса хăварассипе ҫыхăннă мероприятисем ҫинчен те сăмахланă.

Паллă пулăма паян Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов,  Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев хутшăннă.

Фоторепортаж



15 ноября 2019
16:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter