Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин суд приставĕсен Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳҫипе Анвар Закировпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
Чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин суд приставĕсен Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳҫипе Анвар Закировпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем штрафсем, алиментсем граждансем вăхăтра тӳлесе пыманни пирки сăмахланă. Анвар Закиров хăйĕн сăмахĕнче 2019 ҫулта ку тĕлĕшпе регионта ĕҫ-пуҫ ытти ҫулхи ҫак тапхăртинчен йĕркеллĕ пулса пынине хыпарланă, кăтартусем 1,5 процент чухлĕ чакнă тесе пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, регионта специалистсемпе кулленех тĕрĕслеве тухнине, налук тӳлеменнисене явап тыттарма тăрăшнине те асăнса хăварнă вăл.
«Парăм виҫи пĕтĕмпе регионта миллиардсем патнелле, вĕсенчен 400 млн тӳлеме кăмăл туманнисенче. Вĕсене административлă е тата уголовлă майпа явап тен тыттармалла. Процентпа калас пулсан, мĕнпур парăмҫăсенчен 35-40 проценчĕ яваплăха туйман парăмҫăсем», - тенĕ Чăваш Республикинчи тĕп суд приставĕ.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫапла каланă. «Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисемшĕн пăшăрханманни куҫкĕретех. Вĕсем енчен те алиментсене вăхăтра тӳлемеҫҫĕ пулсан, тупса палăртмалла, май килнĕ таран ҫирĕп мерăсем йышăнмалла», - тенĕ.
Федерацин суд приставĕсен Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳҫи Анвар Закиров кăҫал автомашина ҫулĕсем ҫинче йĕрке пăснă тĕслĕхсем ӳссе кайнине, штрафсем шăпах та вĕсемпе ҫыхăнннă тенĕ. Ытти чухнехинчен кăтарту 25 процент пысăк тесе сăмаха малалла тăснă вăл. Ҫулсм ҫинче видеофиксацисем пулни пысăк витĕм кӳрет, йĕрке пăсакансене тупса палăртма та питĕ меллĕ тенĕ вăл.
Шупашкарта ҫулсем ҫинче тăтăшах специалистсем тĕрĕслев йĕркелени те хăйĕн тухăҫлăхне кăтартса пачĕ тесе хыпарланă Чăваш Енри управленийĕн ертӳҫи.
«Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче парăмҫăсем туххăмрах хăйсен парăм укҫисене тӳлесе пыма килĕшеҫҫĕ. Пурĕ 8,5 миллион ытла укҫа тавăрма май килчĕ. Хăш-пĕр пурлăха, 121 транспорта парăмшăн арестленĕ, 30 процента яхăн укҫа республика бюджетне куҫрĕ», - тесе хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетнĕ Раҫҫейри УФССП Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи.