Кăҫалхи республика бюджечĕн тупăш пайĕ тата та 1,1 млрд чухлĕ ӳсет

Чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвĕ иртнĕ.  Ĕҫе пухăннисем Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2019 ҫулхи тата планпа пăхнă 2020 тата 2021 ҫулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ ҫинчен» саккуне тӳрлетӳсем тăваттăмĕш хут кĕртесси пирки саккун проектне пăхса тухнă.

 Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн, 2019 ҫулхи республика бюджечĕн тупăш пайĕ 1,1 млрд чухлĕ ӳсессине ырă хыпара пĕлтернĕ, пĕтĕмĕшле кăтарту 57,4 млрд пуласси куҫкĕретех тенĕ вăл. Республика хыснин тăкак пайĕ 57,6 млрд танлашать, кăтарту кăштах ӳсни сисĕнет. Кун пек пысăк тĕрев республика хыснине тухăҫлăх пысăк пулнишĕн федераци центрĕ куҫарнине, ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсем пысăк кăтартусемпе ĕҫленĕшĕн тивĕҫнине асăннă вăл. «Пирĕн налук тӳлекенсем вăхăтра укҫа-тенкĕне бюджета куҫарса тăраҫҫĕ.  Федераци центрĕпе республика пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыни те куҫкĕретех», – тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин финанс министрĕ  Светлана Енилина хăйĕн докладĕнче муниципалитетсене те укҫа парса тивĕҫтерессин кăтартăвĕ хăпарассине асăннă.  Ҫуртсем таврашĕнчи тирпейлĕхе тытса тăма комплекслă мероприятисем йĕркелесе пыма 1,5 миллиард тенкĕ куҫасса та хыпарланă вăл. Пĕр миллиард ытла вĕренӳ, культура, спорт пайне куҫарма йышăннине палăртнă сăмаха малалла тăснă май.

Светлана Енилина вĕренӳ пайне хушма укҫа 299,2 млн куҫасса, вăл тĕрев учрежденисен пурлăхпа техника базине пуянлатма тăкакланасса, юлашки 5 ҫул хушшинче вĕренӳ пайĕн пурлăхпа техника базине ҫĕнетсе пыма 6,8 млрд тенкĕ куҫарнине пĕлтернĕ.

Сывлăх сыхлавĕ пирки сăмах пуҫарнă май, асăннă тытăма саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн хушма укҫа 13,5 млн куҫасси паллă.  2019 ҫулта  пурĕ 20,8 млрд тăкаклама йышăннă, медицина хатĕрĕсене туянма, ҫуртсене тĕпрен юсама 5 ҫул хушшинче 5,9 млрд тăкакланине те асăннă республикăн финанс ертӳҫи. 

Культура пайне сахал мар пулăшу куҫать.  Ҫĕнĕ тӳрлетӳсем бюджета кĕртнĕ хыҫҫăн, хушма укҫа 51,6 млн куҫасси паллă.  Республика бюджечĕн тăваттăмĕш тӳрлетĕвне йышăннă хыҫҫăн, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне те сахал мар патшалăх енчен тĕрев куҫать, кăтарту 206,3 млн танлашать.  Пĕтĕмĕшле калас пулсан, 2019 ҫулта 609,4 млн  патшалăх енчен тăкакланасси паллă.

Инвестициллĕ программăсене тĕрев пама та сахал мар укҫа-тенкĕ куҫать. Ача сачĕсене хута яма, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул хăпартма, транспорт инфратытăмне ҫĕнетме, Канаш хулинчи Индустри паркне вăй илтерме, промышленноҫа аталантарма чылай укҫа патшалăх енчен куҫасси те куҫкĕретех. Республикăн 2019 ҫулхи бюджетне ҫĕнĕ тӳрлетӳсем пăхса хăварнă хыҫҫăн, наци проекчĕсене валли  хушма укҫа 10,5 млрд куҫĕ.

Хушма укҫа тенкĕне халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерме, социаллă сферăна вăй илтерме тăкаклăпăр тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче. Кун пирки ĕҫ хучĕсене ҫирĕплетнĕ тенĕ вăл. «Укҫа-тенкĕпе пĕлсе тата тĕллевлĕн тухăҫлă усă курмалла. Унталла-кунталла тăкаклама никамăн та ирĕк ҫук, ҫирĕп тĕрĕслев пулĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Паянхи ларура Чăваш Енри  обязательнăй медицина страхованийĕн Территорин фончĕн  ыйтăвĕсене те хускатнă, 2019 ҫулăн тата 2020,2021-мĕш ҫулсем валли  йышăннă саккун проектне пăхса тухнă, ырласа хăварнă. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче, ҫĕнĕлĕхсем кĕртнĕ хыҫҫăн, фондăн укҫа калăпăшĕ 2019 ҫулта тата та 34,1 млн пуянланасса пĕлтернĕ, пĕтĕмĕшле тупăш пайĕ - 15,666 млрд, тăкак пайĕ – 15,678 млрд тенĕ сăмаха ҫавăрса.

Сывлӑха сыхлас ӗҫ отраслӗ умӗнче паян кӗтекен пурнӑҫ тӑршшӗ­не ӳстермелли, вилеслӗхе чакармалли пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тӑ­раҫҫӗ. Ҫакӑ кашни медицина ӗҫченнех ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхлӑ, тарӑн пӗлӳллӗ пулма, чун туртнипе суйласа илнӗ ӗҫе тата пархатарлӑ тивӗҫе парӑнса тӑма хистет тенĕ ведомство ертӳҫи.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев сывлăх сыхлавĕн пайне сахал мар укҫа тăкакланать тенĕ. Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав тытӑмӗ юлашки ҫулсенче Раҫҫейре чи тухӑҫлисенчен пӗри пулнине федераци шайӗнче палӑртаҫҫӗ. Республи­кӑра медицина пулӑшӑвӗпе пурте усӑ курма пултармалли майсем йӗр­келесси, сиплев учрежденийӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес­си, вӗсене хальхи хӗтӗрпе тивӗҫтересси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑ­хаҫҫĕ регионта. Ҫапах та халӑх сывлӑхне сыхласа хӑварас енӗпе пуринчен ытла сывлӑх хуралҫисем тӑрӑшаҫҫӗ, вӗсен кулленхи ҫӑмӑлах мар ӗҫӗ ҫынсене ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма пулӑшать. Медицинăра тăрăшакансен шалу укҫи те ӳссех пынине асăннă республика Пуҫлăхĕ. Апла пулсан, медицина ĕҫченĕсем кăмăллă, халăх вĕсене хисеплет, ҫакна вĕсем пĕрре те мар ҫирĕплетсех каланă.



18 ноября 2019
16:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter