Чăвашкредитпромбанк чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуҫласа страховани пайне халăха тӳлеме те пуҫланă

Чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна яланхиллех Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă.  Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем Чăвашкредитпромбанк шăпи пирки сăмах пуҫарнă.  Аса илтеретпĕр: Раҫҫей Федерацийĕн Тĕп банкĕ Чăвашкредитпромбанкăн лицензине  чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче каялла тавăрнă. Ыйту халăхшăн пĕлтерĕшлĕ, ҫавăнпа та кун пирки планеркăра тарăн сӳтсе явнă. РФ Тӗп банкӗ Чӑвашкредитпромбанкӑн ӗҫ-хӗлне пурнӑҫлама чарнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче иртнĕ эрнере Раҫҫей Федерацийĕн Тĕп банкĕпе, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, Чăвашкредитпромбанк ĕҫченĕсемпе тата ытти ятарлă представительсемпе икĕ хутчен уҫă тĕлпулусем ирттернине хыпарланă.

   Паянхи кунтан страховани пайне халăха тӳлеме те пуҫланă, вăл укҫа-тенкĕне «Россельхозбанк» АО тивĕҫтересси паллă.

«Банк-агентăн паха ĕҫ опычĕ пур. Нимĕнле иккĕленӳ те пулмалла мар граждансен. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать», - тесе хыпарланă Иван Моторин.

ТСЖ, УК предприятисене укҫана каялла тавăрса парасси кăштах чăрмавлă пулĕ.  Вĕсем Чăвашкредитпромбанк пулăшăвĕсемпе усă курнă, анчах та страховани условийĕсемпе вĕсем усă кураймаҫҫĕ. Вĕсемпе те тĕллевлĕн ĕҫлĕпĕр, май килнĕ таран ыйтусене уҫăмлатма тăрăшассине палăртнă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ.   

«Россельхозбанк» АО регионти филиалĕн директорĕн ҫумĕ Ирина Кошкина хăйĕн докладĕнче страховани йӗркипе килӗшӳллӗн уйрӑм ҫынсен вклачӗсене 1,4 млн тенкӗ таран тавӑрса пама пуҫланине, юридици тытӑмӗсен конкурс производстви вӗҫленессе кӗтме тивнине палăртнă. 

 Страховани пайне банкăн 11 офисĕнче илме май пур тесе каланă вăл. Укҫа хывнисем маларах сайтра регистрациленме те пултарнине, палăртнă вăхăта шăпах та банк офисне пыма май пуррине асăннă. Кунсăр пуҫне «хĕрӳ лини» те йĕркеленĕ.

«Эпир ҫынсене нихăҫан та урама тăратса хăварман, йывăрлăхсене пĕрле татса пама тăрăшнă.  Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлетпĕр, ҫивĕч ыйтусене тĕрĕслесех пыратпăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

 



18 ноября 2019
15:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter