Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел совещание с главами администраций муниципальных районов и городских округовЧӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.  Пухăннă ĕҫчешсене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин ҫутҫанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕпе Иван Исаевпа паллаштарнă, ăна тин ҫеҫ ҫĕнĕ должноҫе суйласа лартни пирки калакан  указа алă пусса ҫирĕплетни ҫинчен хыпарланă.

 Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко хăйĕн докладĕнче ҫурт-йĕр строительствипе йышăннă программăсем епле пурнăҫа кĕрсе пыни ҫинчен каласа кăтартнă. 2019 ҫул валли пурĕ 672 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт хăпартма плана кĕртнине, вăл шутран нумай хваттерлĕ ҫуртсен лаптăкĕ 490 пин тăваткал метр, харпăр хăй тĕллĕн уйрăммăн ҫĕкленекен ҫуртсем 182 пин тăваткал метр пулмаллине асăннă.

Кăҫал кăрлач-авăн уйăхĕсенче пĕтĕмпе 398,9 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр хăпартнă регионта, вăл планпа пăхса хăварнинчен 59 процент пулать. Алексей Грищенко хăш-пĕр муниципалитетсенче харпăр хăй тĕллĕн лартакан ҫуртсем хăпартассипе сӳрĕкрех ĕҫленине асăннă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫурт-йĕр хăпартассин кăтартăвĕ муниципалитетсенчи социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн пĕрлехи хаклавне кĕнине палăртнă. «Ăҫта   строительство ĕҫĕсем чарăнса ларнă, кашни чăрмава тĕплĕн тишкермелле», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  Администраци ертӳлĕхĕн ҫурт-йĕрсем хута ярассин ыйтăвĕсене кулленех тĕрĕслесе пымалла.  Кăҫал пурнăҫа кĕртмелли объектсене тĕплĕ тишкерсе тухмалла.  Графикран юлса ĕҫлеме никамăн та ирĕк ҫук, пурин те тимлĕ пулмалла, объектсем пĕтĕмпех социаллă пĕлтерĕшлĕ тесе каланă регион Ертӳҫи.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ «Ялти ипотека» ҫĕнĕ программа пирки чарăнса тăнă.  Программа 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче вăя кĕрет тенĕ. Çак программăпа килĕшӳллĕн ял çыннисем, çавăн пекех хуларан яла пурăнма куçма хатĕрленекенсем те, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма чи пĕчĕк процентпа - çулталăкра 3 процент ставкăпа - кредит илме пултарĕç. Ипотекăна 25 çуллăха 100 пин тенкĕрен пуçласа 3 миллион тенкĕ таран параççĕ. Çавăн пекех кредит илес текенсен ссуда калăпăшĕн 10 проценчĕ чухлĕ хăйсен укçи кирлĕ. Раççей Федерацийĕн гражданинĕ çăмăллатнă мелсемпе паракан ипотекăпа пĕр хутчен кăна усă курма пултарать.
РФ Ял хуçалăх министерстви ипотека продуктне хатĕрленĕ чухне Перекет банкĕпе тата Россельхозбанкпа тачă çыхăнса ĕçлет. 


«Ялти ипотекăн» тĕллевĕсем анлă. Хатĕр çурта е çуртпа çĕр лаптăкне суту-илӳ килĕшĕвĕпе те, строительствăна пая кĕмелли килĕшӳпе те уйрăм çынран та, юридици сăпатĕнчен те илме ирĕк параççĕ. Çавăн пекех кредит укçи-тенкипе çĕр лаптăкĕ туянма, унта подряд килĕшĕвĕпе çурт лартма, çавăн пекех заемщикăн харпăрлăхри çĕр лаптăкĕ çинче çурт-йĕр строительствине пуçарма, маларах тума пуçланă çурта подряд килĕшĕвĕпе хута яма юрать.
«Ялти ипотекăна» 21-65 çулсенчи Раççей гражданĕсем илме пултараççĕ. Çын ялта пурăнать-и е хулара-и - уйрăмлăх çук, ăçта ĕçлени те пĕлтерĕшлĕ мар тенĕ Ертӳҫĕ.
 

2019 ҫулта районсемпе хуласенче ҫул-йĕр строительствисене епле пурнăҫласа пыни пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ - транспорт министрĕ  Александр Николаев тĕплĕн каласа кăтартнă. 2019 ҫулта вырăнти пĕлтерĕшлĕ ҫулсене тытса тăма республикăн Ҫул-йĕр фондĕнче пурĕ 3,141 млрд пăхса хăварнине хыпарланă ведомство ертӳҫи.   Ҫитес ҫул валли 260,2 ҫухрăм тăршшĕ ҫулсене тирпейлеме плана кĕртнĕ тата ытти ĕҫсене те пурнăҫлама тĕллев лартнă.  Ял тăрăхĕсенче те ҫулсене тирпейлесе тăрассипе ĕҫсем туллин пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ, кăтарту пысăк, 109,1 ҫухрăмпа танлашать. «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, хула округĕсенче 29,8 ҫухрăм тăсăлса выртакан ҫулсем ҫинче юсав ĕҫĕсене йĕркеленĕ.

Объектсене туллин пурнăҫа кĕртессишĕн подрядчиксем пĕтĕмпех яваплă. Ку пирки республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тепĕр хут асăрхаттарса каланă. Енчен те уйрăм муниципалитетсенче ыйтусене туллин пурнăҫа кĕртсе пымаҫҫĕ пулсан, вырăнти администрацисен тимлĕ пулмалла, ҫитменлĕхсене вăхăтра палăртмалла, кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварма пĕлмелле. Строительство ĕҫĕсен пахалăх шайĕ те пысăк пулмалла, кун пирки манма юрамасть. Енчен те подрядчиксем хăйсем ҫине яваплăх илмеҫҫĕ пулсан, вĕсене уйрăм списока кĕртмелле, ӳлĕмрен ҫĕнĕ конкурссене кĕрессинчен асăрхаса тăмалла.

 Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов  ОТР эфирĕ пирки чарăнса тăнă, 2019 ҫулта Раҫҫей цифра каналĕ ҫине туллин кĕнине палăртнă. Паянхи пурнăҫ таппинче ҫĕршыври  мĕнпур территорисенче 20 телеканала тухса тĕрлĕ кăларăмсене пăхма пулать тенĕ министр, вĕсем пĕтĕмпех тӳлевсĕр пулнине хыпарланă.  Чăваш Енре те палăртнă ĕҫ пурнăҫа хăватлăн кĕнине, кăтарту 99,1 процентпа танлашать тесе пĕлтернĕ министр.  

Фоторепортаж



18 ноября 2019
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter