Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫутҫанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕпе Иван Исаевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев подписал указ о назначении Ивана Исаева министром природных ресурсов и экологии Чувашской РеспубликиЧӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫĕнĕ Указ алă пуснă,  вăл Чăваш Республикин ҫутҫанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ пулма Иван Исаева ҫирĕплетнĕ. Сăмах май,  палăртнă кун республика Ертӳҫи ҫĕнĕ министрпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

«Сирĕн паха пысăк ĕҫ опычĕ пурри куҫкĕретех.  Чăваш Республикин территорийĕнче проектсем пурнăҫа кĕни те ҫакнах кăтартса параҫҫĕ.  Пысăк ĕҫсене республика шайĕнче кăна мар, федераци шайĕнче те ҫирĕплетсе хăварнă. Проектсем ҫав тери хăватлă.  Объектсем хута кайнă, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлемелли полигон, Пихтулин свалки рекультивациленни тата ытти ĕҫсем те.  Тахҫантанпах йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтусене тĕпрен татса панă», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев, Иван Исаева ҫĕнĕ должноҫ йышăннă ятпа саламланă май.

Чăваш Енри министерство тĕплĕ пĕлсе хăйĕн ĕҫне пурнăҫласа пынине кура, регион ҫĕршывра тивĕҫлĕ вырăнта тăрать.  Вăрмансене упраса хăварассипе те ытти субъектсемшĕн тĕслĕхре Чăваш Ен. Вăрман хуҫалăхне пушарсенчен сыхлассипе республика Раҫҫей Федерацийĕнчи регионсем хушшинче малти вырăнта тăни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Кун пирки Раҫҫей Федерацийĕн Ҫутҫанталăк  министерстви пĕрре те кăна мар ҫирĕплетсе хăварнă.

«Вăрман хуралĕн службин халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессишĕн ырми-канми тăрăшмалла, ытларах та ытларах профилактика ĕҫĕсене йĕркелемелле.  Кăтартусене чакарса лартмалла мар, вĕсене тата та лайăхлатса пырассишĕн ырми-канми вăй хумалла», - тесе чĕнсе каланă тин ҫеҫ ҫĕнĕ должноҫе йышăннă министра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   

Кунсăр пуҫне федераци программисем те кун йĕркинчех.  Ҫӳп-ҫап куписене тĕпрен прахăҫласа пырас ыйту та пĕлтерĕшлĕ.  Пирĕн регионти 13 свалкăна федераци реестрне кĕртнĕ, вĕсене 2030-мĕш ҫулччен пурне те пăрахăҫламалла тесе ҫирĕп тĕллев лартнă министр умне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. «Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа, яваплăха туйса ĕҫлеме яланах хатĕр», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Иван Исаев.  Ҫĕнĕ министр должноҫне Раҫҫей Федерацийĕн Ҫутҫанталăк пурлăхĕпе экологи министерствипе килĕшсе йышăннă.    



18 ноября 2019
07:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter