Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем 2017 ҫулхинчен кăҫалхи ҫул ултă хут та нумайрах ӳссе кайнă

 Чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырасси.  Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем нумай чухне вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама витĕм кӳреҫҫĕ. 2019 ҫулта йышăннă проектсем 2017 ҫулхинчен 6 хут та нумайтарах.  Енчен те 2017 ҫулта пурĕ те 103 проект ҫеҫ пулнă пулсан, 2019 ҫулта вĕсен йышĕ 622 ҫитнĕ.  Вĕсене пурнăҫа кĕртме пурĕ 378,1  млн ытла пăхса хăварнă республика хыснинче.  Халăх та ҫак ĕҫсене хастар хутшăнни куҫкĕретех.

Чăваш Республикин ял хуҫалăх министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Татьяна Рябинина хăйĕн сăмахĕнче палăртнă мĕнпур проектсенчен 93 процентне пурнăҫа кĕртнине хыпарланă. Проектсенчен ытларах пайĕ – коммуналлă хуҫалăх пайĕнчи объектсемпе ҫыхăннă, автомашина ҫулĕсене юсаса сарасси те куҫкĕретех,  ку тĕлĕшпе мĕнпур проектсенчен 25 процентчĕ ытла пулни сисĕнет.   Республика социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăҫа кĕртессипе активлă ĕҫлет.  Культура объекчĕсем хута каяҫҫĕ. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси те лайăх пулса пырать.  Экологи енĕпе те сахал мар ыйтусене татса панă.  Шывпа ҫыхăннă объектсен строительство ĕҫĕсене туллин пурнăҫа кĕртсе пыни куҫкĕретех.

Чăваш Енĕн Ял хуҫалăх министерстви 2020-мĕш ҫулсем валли халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене йышăнма конкурс уҫнă, заявкăсене раштав уйăхĕн 4-мĕшĕччен йышăнаҫҫĕ.  Пĕтĕмлетӳсене вара ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле тума плана кĕртнĕ.   Обществăла вырăнсене юсассипе, инфратытăма аталантарассипе ҫыхăннă ĕҫсене ҫĕнĕлĕхсем кĕртме тĕллев лартнă, проектсен хакне 5 млн 10 млн ҫитерме план тунă.  Пĕр проект валли республика хыснинчен 5 млн кая мар укҫа пăхса хăварасси те планра пур.  

Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко хăйĕн докладĕнче обществăлла инфратытăма аталантарассипе ҫыхăннă проектсем пирки чарăнса тăнă, ку тĕлĕшпе халăхăн пуҫаруллă  проекчĕсем епле пурнăҫланни пирки сăмахланă.     

Республикăри хуласенче кăҫал 26 проект пурнăҫа кĕрет.  Шупашкарта – 8, Ҫĕнĕ Шупашкарта – 4, Канашра – 5, Ҫĕмĕрле хулинче – 5, Улатăрта – 4 проект.    Палăртнă мероприятисене валли Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен 20,8 млн уйăрнă.

«Республика бюджетĕнчен уйăракан укҫа-тенкĕпе 60 проценчĕпе хуласем усă курма та ĕлкĕрнĕ», тенĕ Чăваш Республикин строительство министрĕ.    Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле мĕнпур палăртса хунă ĕҫсене туллин пурнăҫа кĕртмелле, укҫа-тенкĕпе те тĕллевлĕн усă курса тăкакланмалла тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев лайăх проектсен реестрне хатĕрлеме чĕнсе каланă.  Ял тăрăхĕсенче пурăнакансем хуларисенчен активлăрах ĕҫлесе пынине  асăннă республика Пуҫлăхĕ. Обществăлла ĕҫсене ытларах та ытларах хула ҫыннисене те явăҫтармаллине каланă.  «Енчен те граждансем хăйсем тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕҫе хастар хутшăнаҫҫĕ пулсан, каярах вĕсем территорисем тирпейлĕ пулччĕр тесе кулленех ҫивĕч тĕрĕслесех тăраҫҫĕ.  Объектсене пăсасран, вĕсене юрăхсăра кăларасран та сыхă тăрĕҫ.  Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесен, яланах ĕҫ ăнса пырать», тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.



18 ноября 2019
14:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter