«Ҫул-йĕр строительствинче пысăк ҫĕнĕлĕхсем кĕтеҫҫĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Глава Чувашии Михаил Игнатьев: «В дорожном строительстве происходят революционные преобразования»  Чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Мускавра пулнă.  Унта республика Ертӳҫи Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Евгений Дитрих йĕркелесе ирттернĕ ирхи апатлану вăхăтĕнчи ĕҫлĕ канашлăва хутшăннă.  Мероприятисем  «Транспорт эрни – 2019» пулăма пĕтĕмпех ҫыхăннă.  Ĕҫе пухăннисем РФ регионĕсенчи транспорт инфратытăмĕ пирки тĕплĕн канашланă.  Асăннă тытăма аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă.  Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тишкерме пуҫличчен, чи малтан Министр пухăннă ĕҫчешсене РФ Транспорт тытăмне йĕркелесе янăранпа 210 ҫул ҫитнĕ ятпа ăшшăн саламланă.  Регионсенче инфратытăма вăй илтерме май паракан инвестицисем ытларах явăҫтарма чĕнсе хăварнă.   2019 ҫул транспорт инфратытăмĕшĕн питĕ ăнăҫлă ҫулталăк пулчĕ тесе хакланă Министр хăйĕн сăмахĕнче.  Транспорт пайне инвестици лайăх хывнине, кăтарту ытти ҫулхинчен 14 процент та пысăк тесе хакланă. «Эпир графикпа килĕшӳллĕн мĕнпур ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пыратпăр. Ҫитес ҫул кăтартăва икĕ триллион патне те илсе ҫитерме план тăватпăр. Транспорт инфратытăмĕ  тата та вăй илесси куҫкĕретех», - тенĕ Евгений Дитрих.    Ĕҫлĕ калаҫу вăхăтĕнче строительство енĕпе ҫыхăннă проектсене пурнăҫа епле кĕртсе пыни пирки тарăн канашланă.  Раҫҫей территорийĕсенчи кăтартусем пирки те чарăнса тăнă пуҫлăхсем.  Палăртнă сферăри саккунсен базине ҫĕнетсе пырасси пирки те ыйтусене пăхса тухнă.

Михаил Игнатьев «ЭРА-ГЛОНАСС: технологии для человека, бизнеса, государства» пленар ларăвне те хутшăннă. Канашлăва пухăннисем  транспорт тытăмне цифра ҫине куҫарасси пирки ыйтусене тĕплĕн пăхса тухнă. Ҫулсем ҫинче хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси пирки канашланă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев мероприятине пĕтĕмлетсе ҫапла каланă: «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Енре 2024-мĕш ҫулсем валли сахал мар пысăк объектсене пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă.  Ҫулсем пысăк технологисене пăхăнса сарăлса пыраҫҫĕ.  Автомашина ҫулĕсем ҫинче пулакан инкексен шучĕ те курăмлăнах чакса пырать. Паха ҫул пăтăрмахсенчен сыхлать. Халăх ҫулсемпе кăмăллă пулни те  куҫкĕретех, кун пирки вĕсем пĕрре мар ҫирĕплетсе калаҫҫĕ», - тенĕ Пуҫлăх.

«Инфратытăмпа ҫыхăннă проектсем пĕтĕмпех пурнăҫланаҫҫĕ.  Патшалăх программисем туллин пурнăҫа кĕни никамшăн та вăрттăнлăх мар. 20 ҫул каяллахине илес пулсан, паян калама та ҫук, ҫав тери паха ҫулсем.  Пысăк технологи витĕмлĕхĕ сисĕнет. Автомашина ҫулĕсем пурсăмăра та тивĕҫтереҫҫĕ. Федераци шайĕнчи ҫулсем кăна мар, регионти, вырăнти пĕлтерĕшлисем те пĕр пек, пахалăх тени малти вырăнта тăрать объектсенче», - тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  

Сăмаха май, Регион Пуҫлăхĕ  пысăк хăвăртлăхпа ҫӳреме май паракан «Европа - Западный Китай» магистраль пирки те чарăнса тăнă. Объект паллă, Чăваш Ен территорийĕ урлă иртесси. Федераци шайĕнчи М7 тата А151 ҫулсем кун йĕркинчех. Вăл объектсен строительство ĕҫĕ пирки те чарăнса тăнă Ертӳҫĕ паянхи  тĕлпулура. «Объект хута кайсан, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленеҫҫĕ, ҫулсем ҫинче сервис та уҫăлать.  Паллă, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ пысăк культура вăй илесси те куҫкĕретех», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



19 ноября 2019
17:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter