Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра офицерсен «Сыны Отечества» юлташлăхĕнчи ҫар ҫыннисен регионсен хушшинчи обществăлла организацийĕн Правлени ларăвне хутшăннă

Михаил Игнатьев встретился с активом Межрегиональной общественной организации выходцев из Чувашии – Товарищество офицеров «Сыны Отечества»Чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă май, офицерсен  «Сыны Отечества»  юлташлăхĕнчи ҫар ҫыннисен регионсен хушшинчи обществăлла организацийĕн Правлени ларăвне хутшăннă.  Палăртса хăваратпăр, официаллă майпа ҫак статуса асăннă организаци юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче йышăннă.  Ҫĕнĕ статус витĕмлĕхĕпе вĕсем ӳлĕмрен ҫĕршыври ытти регионсенче те хăйсен хушма организацийĕсене йĕркелесе яма пултарайраҫҫĕ.

Республика Пуҫлăхĕ паллă пулăм ячĕпе ăшшăн саламланă. «Сирĕн патшалăх тата обществăлла мероприятине хутшăнма ирĕк пур.  Ҫитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕҫе те хутшăнатăр.  Сирĕн тĕслĕх, ҫамрăксен ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма витĕм кӳрет, пархатарлă ĕҫсем яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ граждансемшĕн.  Офицерсен паха ĕҫ опычĕ пур, обществăра авторитета та ҫĕнсе илнĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.

«Пирĕн обществăлла организацисем ҫав тери нумай. Анчах та, хăшĕ-пĕрисем хут ҫинче кăна пурри сисĕнкелет. Вĕсем хăйсене ĕҫпе те кăтартса парайман-ха.  Эсир ҫĕнĕ статус илни,  сире тĕрлĕ конкурссенче хутшăнма, Президент Фончĕн грантне тивĕҫессишĕн те тупăшма ирĕк парать. Палăртмалла, мероприятине РФ Президенчĕн Администрацийĕн Ертӳҫин Пĕрремĕш ҫумĕ Сергей Кириенко йĕркелесе ирттерет.  Республика шайĕнче пулакан ăмăртусене те сирĕн хутшăнма майсем чылай. Шансах тăратпăр, малашне тата та пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусем сарăлса пырассине», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Офицерсен «Сыны Отечества» юлташлăхĕнчи ҫар ҫыннисен Председателĕ, вице-адмиралĕ Владислав Ильин хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхне Михаил Игнатьева ырланă, обществăлла организацийĕн ĕҫне пысăк хак панăшăн тав тунă.     Ҫĕнĕ статус йышăннă хыҫҫăн Пушкăртстан Республикин, Мурманск облаҫĕн, Санкт-Петербург хулин обществăлла тытăмĕсем хапăл тусах хутшăнма кăмăл тунине хыпарланă. Пиллĕк регион ĕҫе кӳлĕннĕ тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем Чăваш Республикинче Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа тĕрлĕ мероприятисем плана кĕртсе хăвармалли пирки сӳтсе явнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче 2020-мĕш ҫула Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Мухтав тата асăну ҫулталăкĕ тесе йышăнни пирки палăртнине каланă. Офицерсен «Сыны Отечества» юлташлăхĕнчи ҫар ҫыннисем Ҫĕнтерĕве 75 ҫул ҫитнине палăртса  йĕркеленекен мероприятисене активлă хутшăнасса шанатпăр тенĕ вăл.       

 Аса илтеретпĕр, «Сыны Отечества» тытăмĕнче пурĕ Чăваш Енри 400 ытла офицер шутланать.  Вĕсем вăй структурисенче ĕҫлесе пысăк хисепе тивĕҫнисем. Чăваш Республикинче ҫуралса ӳснĕ, паянхи кун та регионпа мăнаҫланаҫҫĕ, май килнĕ таран пулăшма тăрăшаҫҫĕ.  Тăтăшах республикăна килсен шкул ачисемпе уҫă тĕлпулусем ирттереҫҫĕ, паттăрсем пирки тĕрлĕ «ҫавра сĕтел» калаҫусем йĕркелеҫҫĕ,  кадетсем хушшинче конкурссем ирттерсе пыма витĕм кӳреҫҫĕ. Чăваш Енри яшсене Президент полкĕнче тăма паха сĕнӳсем парса пулăшаҫҫĕ.  

Фоторепортаж



20 ноября 2019
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter