Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ

Чӳк уйăхĕн  20-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн тĕп темисем – «Экологи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăҫланакан мероприятисем, граждансене тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕпе, хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси, ҫынсене банксен карттисемпе усă курнă чухне тимлĕрех пулма ыйтасси, Интернет ҫыхăнăвĕ тата ытти  те пулнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хушăвне тĕпе хурса, ку хутĕнче Пĕрлехи информаци кунĕнче Чăваш Енри хула тата районсенчи профилактика ĕҫĕсен кăтартăвĕсене тишкерсе тухнă. Мероприятисене Чăваш Республикинчи хуласемпе районсенчи прокуратура ĕҫченĕсем, Чăваш Енри шалти ĕҫсен министерствинче тăрăшакансем те хутшăннă.    

Ертӳҫĕсем кунсăр пуҫне халăхпа тĕл пулнă чухне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ «тӳрĕ лини» ирттернин ĕҫ кăтартăвĕсене те туллин тишкернĕ, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерессин ыйтăвĕсем те тĕплĕн сӳтсе явнă. Раҫҫейри ОТР телекуравĕпе ҫыхăннă ыйтусене пăхса тухнă, регионти программăсем пирки канашланă.

Яланхиллех, информаци ушкăнĕсен ертӳҫисем вырăнта халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă, ҫынсене кăсăклантараканнисене хурав панă.  

Республикăри влаҫ органĕсенче тăрăшакансем халăхпа уҫă калаҫусем ирттернĕ.  Ĕҫ коллективĕсенче пулнă, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хуравланă. Информаци ушкăнĕсен ертӳҫисем граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусене пăхса тухнисĕр пуҫне ытти актуаллă самантсем пирки те чарăнса тăнă, йывăрлăх кăларса тăратаканнисем пирки те канашланă пĕр пухăннă пек чухне ертӳҫĕсем халăхпа пĕрле. Паянхи пурнăҫ таппинче ытларах ҫынсене ҫулсем, социаллă объектсем кăсăклантараҫҫĕ, вĕсене тĕпрен строительство ĕҫне пурнăҫламалли пирки  вĕсем ыйтусем хускатаҫҫĕ.



20 ноября 2019
19:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter