Чăваш Енĕн тĕп хулинче «Ҫĕнĕ хула» микрорайонта полицин участокри ҫĕнĕ пункчĕ уҫăлнă

В микрорайоне «Новый город» столицы Чувашии открылся новый участковый пункт полиции Чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарта «Ҫĕнĕ хула» микрорайонта полицин участокри пункчĕ уҫăлнă.  Савăнăҫлă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министрĕ, генерал-майор Виктор Шметков, Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков, Раҫҫей Федерацийĕн  ШĔМ Шупашкар хулин Управленийĕн пуҫлăхĕ Марат Михайлов хутшăннă.   

Регион Пуҫлăхĕ мероприятине пухăннисене саламланă май, микрорайон ҫав тери пысăк хăвăртлăхпа аталанса пынине каланă. Ҫĕнĕ ҫуртсемпе пĕр танах ача сачĕсем, лавккасем, банксен уйрăмĕсем, сиплев учрежденийĕсем хута кайнине асăнса хăварнă, халăха пурăнма кирлĕ мĕнпур условисем ҫителĕклĕ тесе палăртса хăварнă. 2020-мĕш ҫулта «Ҫĕнĕ хула» микрорайонта  1600 ачана вырнаҫтарма май паракан пысăк капмар хăтлă ҫĕнĕ шкул хута каясси те планра пур тенĕ вăл.  

Обществăри йĕркене тытса пырасси, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси ыйтусем кун йĕркинче тăраҫҫĕ. Вĕсем граждансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич. Полицин участокри пунктне уҫни уйрăмах специалистсемшĕн лайăх тенĕ вăл.   

Право хуралĕнче тăрăшакансене ҫĕнĕ ҫурта куҫнă ятпа саламланă. «Хулара ку ҫурт пĕтĕмпе 35-шĕ шутланать.  Ҫĕнĕ микрорайонсенче ӳлĕмрен те кун пек уйрăмсене уҫсах пырăпăр.  Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлеме полици ĕҫченĕсене витĕм кӳрет кун пек учрежденисем уҫни», - тенĕ Михаил Васильевич Игнатьев.   Професси ӑсталӑхӗ тата Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑнни, сиртен кашниех хӑйӗн ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлани ведомство умне лартнӑ тӗллевсене малашне те ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама пулӑшса пырасса шанса тӑратӑп тесе каланă республика Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май. Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствин мӗнпур подразделенийӗпе тытӑмӗн сотрудникӗсем саккунлӑхпа право йӗркине шанчӑклӑн хураллаҫҫӗ, чи кӑткӑс тӗллевсене пурнӑҫланӑ чухне те килӗштерсе тата йӗркеллӗ ӗҫлеме пултарнине уҫҫӑн кӑтартса параҫҫӗ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Паллă пулăма пухăннисене ҫавăн пекех чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министрĕ, генерал-майор Виктор Шметков ăшшăн саламланă, вырăнти влаҫа ырласа тав сăмахĕсем каланă, Шалти ӗҫсен министерствипе ве­домствӑсем хушшинче тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесси лайӑх шайра йӗр­ке­лен­нине, пӗр-пӗринпе ҫакӑн пек усӑллӑ хутшӑнса ӗҫленине пула криминаллӑ ла­ру-тӑрӑва ҫирӗп­пӗн асӑр­­хаса тӑнине палăртнă. «Хӑрушлӑхсӑр хула» программа шайӗнче Чӑваш Ен террито­ри­йӗнчи ха­лӑх йышлӑ пулакан вырӑнсенче йĕрке хуҫаланнине асăннă вăл.  

 «Сирĕн умăрта тăракан ĕҫ ушкăнĕ ҫакăн пек чаплă ҫурт йĕркелесе янăшăн пĕтĕм чун-чĕререн тав тăвать. Пурсăмăра та ĕҫлеме лайăх, халăх та кăмăллă.   Ҫурт микрорайон варринче вырнаҫни питĕ аван, килсе ҫӳреме те меллĕ.  Республика Пуҫлăхĕ, хула администраци пирĕн ĕҫе хисеплесе, ҫакăн пек пысăк ыйтăва татса пани малашне тата та лайăхрах  пире ĕҫлеме хавхалантарса тăрать», - тенĕ Чăваш Енри шалти ĕҫсен Министрĕ.  

Ҫĕнĕ ҫуртра полици ĕҫченĕсене ĕҫлеме условисем пĕтĕмпех ҫителĕклĕ, халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнма та меллĕ.   Специалистсене валли ятарлă техника хатĕрне те вырнаҫтарса панă.  Паянхи куна илес пулсан, «Хӑрушлӑхсӑр хула» программа шайӗнче Чӑваш Ен террито­ри­йӗнчи тĕп хулин ҫĕнĕ микрорайонĕнче 82 видеосӑнав камери выр­наҫтарнӑ. Апла пулсан, обществӑри йӗркелӗхе сыхласси, преступлени тӑвассипе ҫи­рӗппӗн кӗрешесси, лӑпкӑ пурнӑҫа пӑтраштарса яма пултаракан хӑруш­лӑхсемпе киревсӗр пулӑмсене хирӗҫ тӑрасси тивĕҫлĕ шайра малашне те пулса пырасса халăх шанать.  Ҫĕнĕ участокри пунктра полицире тăрăшакансем: Алексей Бельский капитан тата Сергей Степанов лейтенант ĕҫлеҫҫĕ. 

Фоторепортаж



21 ноября 2019
17:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter