Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев «Ăнăҫлă бизнесăн стратегийĕ тата практики» регионсен хушшинчи XV-мĕш форумне торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре хутшăннă

В Чебоксарах открылся XV Межрегиональный форум «Стратегия и практика успешного бизнеса»Чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев «Ăнăҫлă бизнесăн стратегийĕ тата практики» регионсен хушшинчи XV-мĕш форумне торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре хутшăннă.

Мероприятине килсе ҫитнисене саламланă май, республика Пуҫлăхĕ паллă пулăмăн пĕлтерĕшĕ пысăк тесе каланă.  «Бизнеса ăнăҫлă тата тивĕҫлĕ шайра тытса пынинчен пĕтĕмпех халăхăн тăнăҫлăхĕ епле пуласси пулса пырать. Ҫынсен пурнăҫ пахалăхăн шайне ӳстересси те ҫак тытăмран сахал мар килет.  Пирĕншĕн те вăл тĕп тĕллевсенчен пĕри.  Ĕҫ коллективĕсенчи кăмăл-туйăм пĕтĕмпех вĕсен  пысăк кăтартăвĕсемпе ҫыхăннă тесен те йăнăш мар», – палăртнă  Михаил Васильевич Игнатьев.   

Чăваш Ен Правительстви бизнес-тытăм вăй илсе аталанса пытăр тесе сахал мар тимлĕх уйăрать, условисем хатĕрлесе пама тăрăшать.  Предпринимательлĕх пайĕнче ĕҫлекенсем аталанса пыччĕр, пуҫаруллă проектсем пурнăҫа кĕччĕр тесе витĕм кӳме майсем йĕркелесе тăратать.  Бизнес «ура ҫине» тăтăр тесе чылай тĕрев куҫать патшалăх енчен.  

2018 ҫулта «Национальная система сертификации» проекта республика хапăл тусах йышăннă. Ăна кура 2019 ҫулта 13 предприятипе организацине патшалăх реестрне кĕртсе хăварнă.  

«Эпĕ организацисене ырласа тав сăмахĕсем калатăп.  Программăна кĕме кăмăл туни хăйех пысăк хисепе тивĕҫ.  Предпринимательлĕх тытăмĕ пĕр вырăнта лармасть, малалла ăнтăлассишĕн тăрмашать.  Кокуренцире мала тухассишĕн ырми-канми вăй хураҫҫĕ, рынокра ҫĕнсе илессишĕн пысăк технологисене тĕпе хурса паха таварсем тирпейлесе кăларма пикенеҫҫĕ», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.    «Международная кооперация и экспорт» тата «Повышение производительности труда и поддержка занятости» наци проекчĕсене тĕпе хурса таварсен пахалăх шайне хăпартса пырассишĕн те сахал мар тăрăшаҫҫĕ предприятисемпе организацисем.

2018 ҫулта Чăваш Республикинчи предприятисемпе пĕтĕм тĕнчери сакăр ҫĕршыв ĕҫлеме килĕшнĕ, ҫыхăнусене тытса пыма хапăл тунă. Тулашри суту-илӳ ҫаврăнăшĕ 566 млн долл. СШАпа танлашнă, вăл шутран экспорта таварсене -  208 млн долл. США ăсатнă, кăтарту пысăк пулни пурсăмăра та тата та лайăхрах ĕҫлеме хавхалантарать.  2018 ҫулта «Повышение производительности труда и поддержка занятости» приоритетлă программăна Чăваш Республики пуҫласа кĕнĕ.  Паянхи куна вăл программăпа регионти 23 предприяти тимлет.   Кăтартусем те ҫук мар, «ЧЗСА» ТМЯО тата  «Чебоксарское предприятие «Сеспель» АХО ыттисемшĕн тĕслĕхре.    

Форум ĕҫне пĕтĕмлетнĕ хыҫҫăн, ертӳҫĕсем республика конкурсĕнче мала тухнисене наградăсем парса хавхалантарнă.  

Пахалăх енĕпе ирттернĕ конкурс ҫĕнтерӳҫи ятне 1999-мĕш ҫултан пуҫласа пурĕ 594 предприяти илнĕ,  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн премине вара яваплăха туйса ĕҫлекен 75 предприяти тивĕҫнĕ.    

Раҫҫейри «Раççейĕн чи лайăх 100 таварĕ» ятне 613 тĕрлĕ тавар пысăк хисепе ҫĕнсе илнĕ.  Ҫулсерен наградăна илекенсен шучĕ ӳссех пырать, кăтарту 6 хут та ытларах нумайланса пыни куҫкĕретех.  

2018 ҫулта Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин премине Раҫҫейри чи вăйлă предприятисем – 11-ĕн ҫĕнсе илнĕ, вăл шутран Чăваш Республикинчи «Хевел» предприятийĕ те.  

Палăртса хăваратпăр, ҫулсерен Чăваш енре ҫак ҫӳлерех асăннă мероприятине анлă йĕркелесе ирттереҫҫĕ. Предприятисемпе организацисен имиджне ҫӳллĕрен те ҫӳле ҫĕклеме витĕм кӳрет палăртнă мероприяти, таварĕсен пахалăх шайне кăтартса пама майсем тăвать.  

Фоторепортаж



21 ноября 2019
15:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter