Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Россия сегодня» информаци агенствине интервью панă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев дал интервью международному информационному агентству «Россия сегодня»Чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕҫлĕ визитпа пулнă май, «Россия сегодня» информагенствăн корреспонденчĕсене интервью панă.

Ыйтусенчен ытларах пайĕ транспорт инфратытăмĕпе ҫыхăннă.  Регионти лару-тăру пирки тĕплĕнрех Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăнлантарса панă.  «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проектне тĕпе хурса пурнăҫланакан ĕҫсем пирки те каласа кăтартнă журналистсене. «Скоростная автомобильная дорога Москва – Нижний Новгород – Казань» проект ҫинчен чарăнса тăнă, 89 ҫухрăм тăсăлса выртакан ҫул Чăваш Ен урлă выртнине, объект пĕтĕмпе ултă района пырса тивнине асăннă Пуҫлăх сăмаха малалла тăснă май.  Паянхи куна илес пулсан, проекта хатĕрлесе ҫитернĕ, нормативлă право бази те ҫителĕклĕ тесе каланă Ертӳҫĕ сăмаха ҫавăрса. Планпа килĕшӳллĕн, объекта 2020-мĕш ҫулта пурнăҫа кĕртме пăхса хăварнă.  Ҫĕнĕ тытăм хута кайсан, ӳлĕмрен Чăваш Ене тата та ытларах туристсене явăҫтарма меллĕ пуласса палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Республикăн пысăк ҫитĕнĕвĕсем пирки сăмах пуҫарнă май,  Чăваш Ен  Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев сывлăх сыхлавĕ, вĕренӳ, промышленноҫ пайĕсем пирки чарăнса тăнă, пысăк технологисен витĕмлĕхĕ ҫинчен те каласа кăтартнă корреспондентсене. Агропромышленноҫ комплексĕ тĕп ҫул-йĕрсенчен пĕри тесен те йăнăш мар.  Вăл чăнласан та, Чăваш Ен экономикишĕн ҫав тери пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе кăтартусем пысăк пулнине ҫирĕплетсе каланă сăмаха тăсса регион Ертӳҫи Михаил Васильевич. Ҫĕр улми, тыр-пул пухса илессипе Атăлҫи федераци округĕнче малти вырăнта тăрать Чăваш Ен.  Сĕт-ҫу, пахча ҫимĕҫ, аш-какай таварĕсене тирпейлесе кăларассипе те ытти регионсемшĕн тĕслĕхре Чăваш Республики.

Корреспондентсем Михаил Игнатьевран Чăвашкредитпромбанк шăпи пирки те ыйтса пĕлнĕ. Раҫҫей Федерацийĕн Тĕп банкĕ Чăвашкредитпромбанкăн лицензине  чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче каялла тавăрнă. Ыйту халăхшăн пĕлтерĕшлĕ, ҫавăнпа та кун пирки журналистсем сăмах пуҫарнă.

РФ Тӗп банкӗ Чӑвашкредитпромбанкӑн ӗҫ-хӗлне пурнӑҫлама чарнă. Вăхăтлăх актив паянхи кун банк тытăмне ҫирĕп тишкернине хыпарланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Май килнĕ таран укҫа-тенкĕне вăхăтра каялла тавăрса пама тĕллев лартнă банк тесе хыпарланă регион Пуҫлăхĕ.  Чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуҫласа страховани пайне халăха тӳлеме те пуҫланă, вăл укҫа-тенкĕне «Россельхозбанк» АО тивĕҫтересси паллă. Республика Правительстви ыйтусене ҫирĕп тĕрĕслевре тăрать тесе хыпарланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Аса илтеретпĕр, интервью хыпарĕ ҫитес вăхăтрах халăх патне ҫитĕ. 

Фоторепортаж



21 ноября 2019
07:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter