Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Налук службин ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Налук службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

 Эсир патшалӑх бюджечӗн тупӑш пайне тултарас енӗпе ыр­ми-канми тӑрӑшса ӗҫлетӗр. Налук тӳлекенсем влаҫ органӗсене шанасси чылай чухне сирӗн ӑсталӑхӑрпа тӳрӗ чунлӑхӑртан тата яваплӑхӑртан килет.

Чӑваш Ен Правительствипе тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ор­ганӗсемпе тухӑҫлӑ ҫыхӑнса ӗҫлесе, граждансемпе тата предпринимательсен пӗрлӗхӗпе пӗр чӗлхе тупса эсир республикӑра ҫӳл­лӗ шайри налук культурине йӗркеленсе ҫитме тата инвестици лару-тӑрӑвне кирлӗ пек аталантарса пыма пулӑшатӑр.

Лайӑх ӗҫ кӑтартӑвӗсене пула патшалӑхӑн йышӑннӑ про­граммисене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерсе тӑма, пысӑк пӗлтерӗшлӗ со­циаллӑ проектсемпе инфратытӑм проекчӗсене пурнӑҫлама май килет.

Сире профессири пысӑк ӑсталӑхӑршӑн, таса кӑмӑлӑршӑн, ӗҫе парӑннӑшӑн, регион экономикин аталанӑвне пысӑк тӳпе хыв-нӑшӑн тав тӑватӑп.

Пурсӑра та телей, ырлӑх-сывлӑх тата ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                      Михаил Игнатьев

 



21 ноября 2019
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter