Чăваш Республикинче Аннесен кунне савăнăҫлă палăртнă

В Чувашской Республике торжественно отметили День материВ Чувашской Республике торжественно отметили День матери Чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Анне кунне халалласа савăнăҫлă мероприяти иртнĕ. Уява республикăри Хĕрарăмсен союзĕн, Ашшĕсен канашĕн членĕсем, республикăри муниципалитетсенчи пĕрлешӳсем хастар хутшăннă, пĕр сăмахпа каласан, ача-пăчасене тĕрĕс тĕкел ура ҫине тăратса воспитани парас ĕҫе хутшăннă мĕнпур ҫын чун-чĕре ыйтнипе хаваслă пулăма пуҫтарăннă.

Амăшĕсене ҫăмăлах мар ĕҫре пысăк тӳпе хывнăшăн мухтаса Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев тав сăмахĕсем каланă. «Ҫак чуна хумхантаракан уяв ҫепӗҫлӗхпе тата ӑшӑ туйӑмлӑхпа палӑр­са тӑрать. Пиртен кашниех аннен нимрен хаклӑ та ҫутӑ сӑнарне мӗн пӗчӗк­рен хӑйӗн чӗринче упрать, вӑл пире яланах ӑнланать, каҫарать, ачашлать, шеллет тата ниме пӑхмасӑр пӗтӗм чунтан юратать», - тенĕ вăл.  

«Пурнăҫра аннерен хакли нимĕн те ҫук. Аннерен ачасен пурнăҫĕ пуҫланать.  Ылттăнран та, кĕмĕлтен те хаклăрах пирĕн аннесем. Вĕсен ăшă туйăмĕ, чун-чĕре хавалĕ пурнăҫа юратма, ырăрах пулма, пĕрне-пĕри хисеплеме вĕрентеҫҫĕ», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ. Арҫынсемшĕн пĕлтерĕшлĕ уяв, аннесене, асаннесене, мăшăрсене тимлĕх уйăрма хистет.  

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, ҫĕршывра амăшĕсене, нумай ачаллă ҫемьесене патшалăх енчен чылай пулăшу куҫса пырать тенĕ хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев.  Яланах Раҫҫей Федерацийĕн Правительствишĕн амăшĕсене тата ачасене тĕрев парасси приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулнă та пулать те.  

Мĕнпур аннесене регион Ертӳҫи тав тунă, ҫĕршыва юрăхлă ҫын пулма вĕренсе пынăшăн чыс та мухтав тенĕ вĕсене.

Республикăри Хĕрарăмсен союзĕпе Ашшĕсен канашне те ачасемпе, ашшĕ-амăшĕсем патне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, вĕсене кирлĕ таран паха сĕнӳсемпе пулăшнăшăн мухтанă. Асăннă организацисем регионта чылай социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăҫа кĕртсе пынине те палăртса хăварнă республика Пуҫлăхĕ. Федераци шайĕнче те вĕсен ĕҫне пĕрре мар палăртса пысăк хак панине асăннă вăл сăмаха ҫавăрса.

Уявра яланхиллех хисепе тивĕҫнисене наградăсем парса хавхалантарнă, виҫĕ ҫемьене медицина хатĕрне туянма май паракан сертификатпа чысланă.  

Палăртнă мероприятире паян Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова та ăшшăн саламланă, ырми-канми ӗҫӗршӗн, чӑтӑмлӑхӑршӑн, ырӑ та уҫӑ чунлӑ пулнӑшӑн ҫӗре ҫити тайма пуҫ тенĕ. Пурне те ырлăх-сывлăх, ҫĕнĕ пуҫарусем, ăнăҫу суннă. Республикăри Хĕрарăмсен союзĕн Чăваш Енри обществăлла организацийĕн председателĕ Алевтина Федорова,  регионти Ашшĕсен канашĕн ертӳҫи  Алексей Мурыгин та саламланă, ҫирӗп сывлӑх тата ырлӑхпа телей суннă.

Мероприяти уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ. Театрта ача-пăчасем хатĕрленĕ ӳкерчĕксенчен ятарлă куравсем тунă, хăнасем вĕсене пăхса савăннă.   

Пĕлме:

Пирӗн республикӑра амӑшлӑхпа ачалӑха пулӑшасси, ҫемье институтне ҫирӗплетесси патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсен шутӗнче. Пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ паракан тытӑма, вӗренӳпе социаллӑ хӳтлӗх тытӑмӗсене лайӑхлатса пырасси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхаҫҫĕ, нумай ачаллӑ ҫемьесемпе ҫамрӑк ҫемьесене витӗмлӗ пулӑшу кӳреҫҫĕ. Чăваш Енре ҫемье тата ачасене социаллă пулăшу пама кăҫал 8 миллиард ытла укҫа-тенкĕ тăкаклама пăхса хăварнă. Пĕтĕмпе вара республика хыснинче социаллă политика валли 14 миллиард  яхăн укҫа уйăрнă, пĕлтĕрхинчен кăтарту 10,7 процент пысăкрах пулни куҫкĕретех.    

Фоторепортаж



22 ноября 2019
17:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter