Чăваш Енри Канаш районĕнчи Шăхасан салинче ҫĕнĕ Культура керменĕ уҫăлнă

В с. Шихазаны Канашского района Чувашии открылся новый Дом культурыЧӳк уйăхĕн 22-мшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Канаш районĕнче пулнă. Унта вăл Шăхасан салинче ҫĕнĕ Культура керменне савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă ҫĕре хутшăннă.   Паллă пулăма паян Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев, Чăваш Республикин ял хуҫалăх министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Татьяна Рябинина, Канаш районăн пуҫлăхĕ Иван Иванов, Канаш районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Владимир Степанов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем тата та ытти официаллă хăнасем пуҫтарăннă.  

Чаплă пулăма пухăннисене чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă. «Пурсăмăршăн та ҫакă паллă пулăм, чаплă Культура керменĕ уҫăлчĕ.  Республикăри клубсенчен пĕри, паянхи пурнăҫ таппипе пĕтĕмпех тӳр килсе тăрать.  Каласа хăварас тетĕп, ял тăрăхĕсенче 25 клуб уҫма тĕллев лартнă.  Кусем пĕтĕмпех пĕрремĕш тапхăрпа хута каймаллисем паллах.  Иккĕмĕш тапхăрпа тата та тепĕр ҫирĕм пиллĕк клуб уҫма плана кĕртсе хăварнă.  Мĕнпур культура ҫурчĕсене хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан хатĕрсемпе тивĕҫтересси те планра пур.  Нумай ҫуртсене тĕпрен юсама, тавралăхри территорисене тирпей-илем кĕртме те план тунă», - тенĕ Михаил Васильевич Игнатьев.  

Шăхасанти Культура ҫуртне 2018 ҫулта хăпартма пуҫланă. Ун строительствине федерацин ял территорийĕсене тăнăçлă аталантарассипе çыхăннă тĕллевлĕ программипе килĕшӳллĕн пурнăçланă. Объектăн строительство ĕҫне 55 млн уйăрнă.  Палăртмалла, объект нумай функциллĕ ҫурт пулса тăнă.  Икĕ хутлă культура керменĕче харăсах культура программисене курма 300 ҫын вырнаҫтарма пулать.  Сусăр ҫынсене кермене ҫӳреме те условисем пур, пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ.   Кунта халăх театрĕн артисчĕсем, ветерансен хорĕ, «Асам» ВИА, «Шевле» фольклор ушкăнĕ кулленех хăйсен ăсталăхне туптама ҫӳрет. Культура керменĕн ĕҫченĕсем ӳлĕмрен мероприятисене район, республика шайĕнче кăна мар, Раҫҫей шайĕнче те йĕркелесе ирттерме кăмăл пуррине хыпарланă.   

Михаил Васильевич Игнатьев паян тĕрлĕ кружоксен ĕҫĕсемпе кăсăкланнă, ачасен пултарулăхне курса савăннă.  

Асăнса хăваратпăр, юлашки тăватă ҫул хушшинче Канаш районĕнчи культура ҫурчĕсен пурлăхпа техника  базине ҫĕнетсе пуянлатма  пĕтĕмпе 125 млн ытла укҫа-тенкĕ тăкакланă. Чăваш автономи облаҫне йĕркеленнĕренпе 100 ҫул ҫитнине палăртса, М. Ҫеҫпĕл  вĕреннĕ шкула ҫĕнетсе илемлетме пурĕ 18 млн пăхса хăварнă.

Аса илтеретпĕр, 2019 ҫулта авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Енре пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатас тĕлĕшпе хушма мерăсем пирки ятарлă указ алă пуса ҫирĕплетнĕ.     Канаш районне сахал мар укҫа уйăрма пăхса хăварнă, культура ҫурчĕсене, вулавăшсене тĕпрен ҫĕнетме  тĕллев лартнă.

Фоторепортаж 



22 ноября 2019
15:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter