Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Букет Чувашии» фирмăна 45 ҫул ҫитнĕ ятпа саламланă

Михаил Игнатьев поздравил с 45-летием коллектив Чебоксарской пивоваренной фирмы «Букет Чувашии»Чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ҫамрăксен театрĕнче «Букет Чувашии» сăра вĕретекен фирма хăйĕн 45 ҫул ҫитнине анлăн паллă тунă. Паллă пулăм ячĕпе пухăннисене Михаил Васильевич Игнатьев ăшшăн саламланă.  

Фирмăра тăрăшакансене хăйсен ĕҫне яваплăха туйса пурнăҫласа пынăшăн Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ырласа тав сăмахĕсем каланă.  Ĕҫ ушкăнĕнче пурте пĕр-пĕринпе туслă килĕшсе пурăннине, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланнине, тухăҫлăха палăртса хăварнă Пуҫлăх.

Нумай ҫулсем хушши «Букет Чувашии» чăвашсен мĕн авалхи йăли-йĕркине упраса питĕ чаплă сăра вĕретсе пынине, халăх кăмăлне вĕсем туллин тивĕҫтернине каланă регион Ертӳҫи.  Пысăк технологийĕн витĕмлĕхне тĕпе хурса, предприяти ҫав тери пахалăхлă сăра тирпейлесе кăларать.  Вĕсен таварĕсене Раҫҫей шайĕнче пĕрре те ҫеҫ мар пысăк хисепе хурса чысланă. «Ҫĕршыври кирек-хăш регионта та «Букет Чувашии» таварне халăх хапăл тусах йышăнать», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  

Ҫитĕнӳсемпе лăпланса лармалла мар, малашне те пысăк кăтартусемпе палăрассишĕн ырми-канми тăрăшмалла тесе чĕнсе каланă Михаил Васильевич Игнатьев. «Букет Чувашии» фирма социаллă яваплăха туйса ĕҫлекен предприяти шутланать, республика экономикине чылай пысăк витĕм кӳрет. Чи пахи фирма налуксене те вăхăтра тата туллин тивĕҫтерет, республика бюджетне укҫа сахал мар куҫать.  Фирма ертӳлĕхĕ хăй ҫине шанса илнĕ кирек-епле ĕҫе те таса чунпа, саккунсене пăхăнса, яваплăха туйса ĕҫлени куҫкĕретех. Республика бюджетне пуҫтарăннă тĕрев шкулсем, ача сачĕсем, сиплев учрежденийĕсем, ҫулсем тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута яма тăкакланать. «Хула хутлăхне хăтлăлатассипе Атăлҫи федераци округĕнче пĕрремĕш вырăнта Чăваш Ен.  Раҫҫейре чи лайăх хуласем шутне пирĕн республикăри 9 хуларан 5-шĕ пысăк хисепе тивĕҫнĕ, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе регион ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче», - палăртнă Михаил Васильевич Игнатьев.  

Фирма ĕҫне пуҫарса яраканĕсене, «Букет Чувашии» тĕнчипех анлă сарăлтăр тесе тăрăшса ĕҫлекенсене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ырласа тав сăмахĕсем каланă, пысăк хисепе тивĕҫнисене наградăсем парса хавхалантарнă, сумлă ветерансене ҫитĕнекен ăрăва паха опыт парса пынăшăн мухтанă.  «Букет Чувашии» Шупашкарти фирмăн генеральнăй директорĕ Дмитрий Круглов Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Васильевич Игнатьева, республика Правительствине регионта предпринимательлĕх тытăмĕ вăйлă аталанса пытăр тесе кирлĕ пек условисем хатĕрлесе тăратма витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.  «Букет Чувашии» фирмăн директорсен канашĕн председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков пухăннă хăнасене, мĕнпур ĕҫчешсене саламланă, малашне те пĕр-пĕринпе туслăн ĕҫлесе, пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма сĕннĕ, ырлăх-сывлăх, телей суннă. Паллă кун уяв ячĕпе ытти официаллă ҫынсем те саламланă, «Букет Чувашии» предприятийĕн   директорсен канашĕн пайташĕ Виктор Торхов тата ытти ĕҫченсем саламланă.

Яланхиллех пысăк хисепе тивĕҫнисене, тĕрлĕ конкурссенче мала тухнисене асăнмалăх парнесем, наградăсем парса хавхалантарнă.  

Пĕлме: 

Акционерсен уçă обществи 1974 çултанпа чылай тĕрлĕ продукци туса кăларать. Инвестици программине çулленех ăнăçлă пурнăçлани оборудование çĕнетме, производство хăвачĕсене вăйлатма, рабочисен ĕç укçине ӳстерме тата конкуренцие тӳсĕмлĕ тавар хатĕрлеме май парать. Юлашки  çулсенче тĕп пурлăха модернизацилени таварсен пахалăхне хăватлатма пулăшнă, чылай рабочи валли ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. Предприятире логистика центрĕ кăтартуллă ĕҫлет, пылак шыв туса кăларакан çĕнĕ лини хута кайни, йӳçĕтекен цеха модернизацилени, квас ăслине çĕнĕ технологипе хатĕрлеме оборудовани туянни те таварсен пахалăхне кулленех ӳстерме витĕм кӳреҫҫĕ. "Букет Чувашии" АУОра ĕçлекенсен шалу укҫи республикăри вăтам кăтартуран пысăкрах. Продукци пахалăхĕ те лайăхланать. Предприятире тирпейленсе тухакан квас тата сăра Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери чи лайăх продукт конкурсра  дипломсем тата ылтăн медаль пĕрре мар  çĕнсе илнĕ.

Фоторепортаж



22 ноября 2019
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter