Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Анне кунӗ ячӗпе саламлани

Юратнӑ хӗрарӑмсем, хаклӑ аннесем тата асаннесемпе кукамайсем!

 Сире Анне кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатӑп!

Ҫак чуна хумхантаракан уяв ҫепӗҫлӗхпе тата ӑшӑ туйӑмлӑхпа палӑр­са тӑрать. Пиртен кашниех аннен нимрен хаклӑ та ҫутӑ сӑнарне мӗн пӗчӗк­рен хӑйӗн чӗринче упрать, вӑл пире яланах ӑнланать, каҫарать, ачашлать, шеллет тата ниме пӑхмасӑр пӗтӗм чунтан юратать.

«Наци пуласлӑхӗ – аннесенче», – тенӗ классик. Питӗ ӑслӑ сӑмахсем. Юратнӑ Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн тивӗҫлӗ гражданӗсене, унӑн чӑн-чӑн патриочӗсене чӑннипех те эсир пӑхса ҫитӗнтеретӗр.

Пирӗн республикӑра амӑшлӑхпа ачалӑха пулӑшасси, ҫемье институтне ҫирӗплетесси патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсен шутӗнче. Пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ паракан тытӑма, вӗренӳпе социаллӑ хӳтлӗх тытӑмӗсене лайӑхлатса пырасси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр, нумай ачаллӑ ҫемьесемпе ҫамрӑк ҫемьесене витӗмлӗ пулӑшу кӳретпӗр.

Тӗллевлӗн тӑвакан ӗҫе пула Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнма лайӑх майсем туса хунӑ, ҫавна пула туслӑ та ҫирӗп ҫемьесенче виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи пепкесем ҫуралсах тӑраҫҫӗ. Тӑлӑх ачасене чун ӑшшине пама, вӗсемшӗн ырӑ ашшӗ-амӑшӗ пулма хатӗр пуян ӑс-хакӑллӑ ҫынсен шучӗ те йышлӑланса пырать.

Ҫемье йӑли-йӗркине типтерлӗн сыхласа упракан хаклӑран та хаклӑ ҫыннӑмӑрсем, сире ырми-канми ӗҫӗршӗн, чӑтӑмлӑхӑршӑн, ырӑ та уҫӑ чунлӑ пулнӑшӑн ҫӗре ҫити тайма пуҫ!

Сирӗн килӗрте яланах телейпе савӑнӑҫ хуҫаланччӑр, унта ачасен хаваслӑ кулли янӑратӑр, тӑванӑрсемпе ҫывӑх ҫыннӑрсем сывӑ пулччӑр, шухӑшӗмӗтӗрсем пурнӑҫланччӑр! Ҫирӗп сывлӑх тата ырлӑхпа телей сире! Ачӑрсене тараватлӑн парнелекен чун-чӗре ӑшши сире хӑвӑра та пурнӑҫра пархатар кӳтӗр!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                           Михаил Игнатьев



22 ноября 2019
10:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter