«Демографи» наци проектне тĕпе хурса, Канаш районĕнчи тĕп больницăра 75 ҫултан иртнисем валли гериатрия уйрăмĕ уҫăлнă

В рамках национального проекта «Демография» в Канашской ЦРБ открылся гериатрический кабинет для пациентов старше 75 летЧӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Канаш районĕнче пулнă. Унта республика Пуҫлăхĕ Ф.Г. Григорьев ячĕллĕ районти тĕп больницăра объектри строительство ĕҫĕсемпе паллашнă, вырăнти халăхпа тĕл пулнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ.  Районти тĕп сиплев учрежденийĕн чылай уйрăмĕ кивелнĕ, паянхи кунпа килĕшсе тăманни сисĕнет. Паян вара, ҫуртсене специалистсем тăрăшсах ҫĕнетессипе ĕҫлеҫҫĕ.  

2017-2019-мĕш ҫулсенче палăртнă сиплев учрежденине тĕпрен юсаса ҫĕнетме Чăваш Республикин республика хыснинчен 109 млн уйăрнă.

 

Чылай уйрăма ҫĕнетме те ĕлкĕрнĕ. Сипленме пыракансене валли те хăтлă условисем хатĕрлесе ҫитернĕ. Паян пуҫлăхсем пĕтĕмпех ҫĕнĕлĕхсене курса ĕненнĕ. Сусăрсене валли условисем те пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ.  

«Кивĕ ҫуртра чирлисене питĕ сивĕ пулнă.  Паян вара ҫĕнĕ юсанă ҫуртра чаплă, халăх кăмăллă, тухтăрсем вашават, хăйсен ĕҫне яваплăха туйса пурнăҫлани куҫкĕретех», -  тесе пĕлтернĕ шухăша учрежденине сипленме пынă ҫын.  Ĕҫ тухăҫлăхĕ пысăк, перекетлесе пынă укҫапа тавралăха тирпей-илем кĕртме тăкакланаҫҫĕ. Кун пирки шăпах та, паян тĕплĕнрех каласа панă республика Ертӳҫине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов.  Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Сергей Шерне шыҫă чирĕсем пирки чарăнса тăнă, вăл амака малтанхи тапхăрсенчех тупса палăртма май паракан пысăк технологи пирки ăнлантарса панă.  «Демографи» наци проектне тĕпе хурса районти тĕп больницăра чылай ĕҫсем йĕркелесе ирттерме май килнине те асăннă аслă врач. Час-часах вĕсем патне, Канаш хулинчен, Йĕпреҫрен те сипленме халăх ҫӳренине хыпарланă вăл сăмаха малалла тăснă май. 2017-2019-мĕш çулсенче терапи, инфекци уйрăмĕсене тĕпрен юсанă. Кăçал хирурги корпусне юсама, больницăн территорине тирпей-илем кӳме, хăтлăлатма тата ытти ĕçе пурнăçлама пысăк укҫа куҫарнă.

Палăртса хăваратпăр, республикăра ҫулсерен ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ медицина учрежденийĕсем уҫăлаҫҫĕ. 2013-2018-мĕш ҫулсенче пурĕ 179 ФАП уҫнă. Кăҫал ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле тата та 26 ФАП уҫма тĕллев лартнă. Регионти мĕнпур учрежденисенче пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе усă кураҫҫĕ.

Фоторепортаж



22 ноября 2019
16:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter