Чăвашкредитпромбанк пурĕ 1 млрд 104 млн тенкĕ тавăрса панă укҫа хывакансене

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе, хăш-пĕр вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тимлекенсемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – Чăвашкредитпромбанк шăпи пирки. Кун ҫинчен ҫапла ăнлантарнă: «Страховани йӗркипе килӗшӳллӗн уйрӑм ҫынсен вклачӗсене 1,4 млн тавӑрса панă. Ку ĕҫе «Россельхозбанк» АО урлă пурнăҫланă. Халăха укҫана чӳк уйăхĕн18-мĕшĕнчен пуҫласа тивĕҫтерме тытăннă», - тенĕ.

«Россельхозбанк» АО Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская хăйĕн сăмахĕнче банк пулăшăвĕпе паянхи куна пĕтĕмпе виҫĕ пин ытла ҫын усă курнă тесе хыпарланă. Юридици тытăмĕсене те чылай укҫа куҫарса панине асăннă, кăтарту пысăк 200 млн яхăн тенĕ вăл.

«Ĕҫсем пĕтĕмпех графикпа килĕшӳллĕн пулса пыраҫҫĕ. Нимĕнле чăрмавсем те ҫук. Халăха вăхăтра укҫапа тивĕҫтеретпĕр, ку ĕҫе Чăваш Енре кăна мар, Мускавра та, Марий Эл Республикинче те тивĕҫлĕ шайра йĕркеленĕ», - тенĕ Ирина Письменская.

«Мĕнпур ĕҫсене кирлĕ пек шайра пурнăҫланă. Хăвăртлăха чакарма ирĕк ҫук.  Раштав уйăхĕнче пурин ыйтăвĕсене те тивĕҫтерсе пĕтермелле», - тенĕ сăмаха ҫавăрса регион Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич.

Чăваш Енри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăйне  Александр Рыбакова бизнесменсене пулăшу кӳме чĕнсе каланă Михаил Игнатьев.    



25 ноября 2019
16:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter