Чăваш Ен Беларусь Республикипе килĕшсе ĕҫлессине сарса пырать

Чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен пуҫлăхĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин йĕркелесе ертсе пынă сумлă делегаци чӳк уйăхĕн 20–22-мĕш кунĕсенче ĕҫлĕ визитпа Беларусь Республикинче пулнине тарăн сӳтсе явнă. Чăваш Ен делегаци йышне республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕҫлекенсем, предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем, аслă шкулсенче тимлекенсем тата ытти официаллă ҫынсем кĕнĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче Беларусь Республикинче ирттернĕ ĕҫлĕ тĕлпулусем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.    Сумлă делегаци республикăри «Интеграл», «Белкоммунмаш», «Минский тракторный завод», «Минский автомобильный завод», «Минский электротехнический завод имени В.И. Козлова», концерн Беллегпром,  «МАЗ-Вейчай» ТМЯО тата ытти предприятисене те ҫитсе килнĕ, ҫĕнĕ технологисене курса ĕненнĕ, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕпе паллашнă.

Беларусь Республикин Промышленноҫ министерствинче икĕ республика хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассипе тимлекен Ĕҫ ушкăнăн   XII-мĕш ларăвĕ иртнĕ. Ертӳҫĕсем наукăпа техника, суту-илӳ,  промышленноҫ, культура тытăмĕсемпе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.  Аслă шкулсем пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли документа та алă пусса ҫирĕплетнĕ. Предприятисемпе организацисем анлăрах килĕшсе ĕҫлеме калаҫса татăлнă.

Калăпăр, «ЭЛАРА» АО Берарусь Республикинчи чылай предприятисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлет. Шупашкарти «Лента» АО Могилев хулинчи «Лента» АУО ĕҫлĕ ҫыхăнура, икĕ предприяти ют ҫĕршывсене те таварсем ăсатма плана кĕртнĕ. Ытти промышленноҫ предприятисем ҫӳлерех асăннă республикăпа тачă ҫыхăнура пулни куҫкĕретех, тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ҫыхăнусене тата та ытларах сарассишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ. 2020-мĕш ҫулта Беларусь Республикинче Чăваш Республикин Культура кунĕсене йĕркелесе ирттерме калаҫса килĕшнĕ ертӳҫĕсем.  Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине палăртса пулакан мероприятисене Беларусь Республикин делегацийĕ те хапăл тусах хутшăнасси пирки хыпарланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев икĕ ен пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫленине, малашне те ĕҫлĕ ҫыхăнусем сарăлса пырасса палăртнă. Экономика аталанăвĕшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе сăмаха малалла тăснă вăл.   «Малашнехи ĕҫсен ҫирĕп йĕрки пур. Ĕҫсене пĕтĕмпех вăхăтра пурнăҫласа пыма тăрăшмалла»», - тенĕ сăмаха ҫавăрса регион Ертӳҫи. 



25 ноября 2019
13:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter