Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕпе Омар Муртузалиевпа тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев обсудил перспективы развития единоборств с  первым вице-президентом Федерации спортивной борьбы России Омаром МуртузалиевымЧăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Мускавра «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика партийĕн  XIX-мĕш съездне хутшăннă, ĕҫлĕ мероприятирен региона килсе ҫитсененех тӳрех Раҫҫей Федерацийĕн кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕпе Омар Муртузалиевпа тĕлпулу ирттернĕ.   Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем республика Пуҫлăхĕн парнисене ҫĕнсе илессишĕн  ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе иртнĕ хĕрарăмсен хушшинчи спорт ăмăртăвĕсем пирки сӳтсе явнă.

Омар Муртузалиев хăйĕн сăмахĕнче регионта спорт ăмăртăвĕсем ҫӳллĕ шайра иртнине каланă, Европа тата тĕнче шайĕнчи чемпионата та ирттерме питĕ аван регионта тесе сăмаха малалла тăснă. Чăваш Ене палăртнă мероприятине йĕркелесе ирттерме витĕм кӳме те хатĕррине хыпарланă сумлă хăна. Республикăра, чăнласах та ҫав тери чаплă условисем пур тесе ҫирĕплетнĕ вăл.   Тепĕр тесен, Чăваш енре пурăнакансем питĕ тарават, хăнасене кĕтсе илме пĕлни хăйех пысăк хисепе тивĕҫ тенĕ Раҫҫей Федерацийĕн кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ. Республикăна пысăк хак панăшăн, сумлă хăнана тав тунă, пысăк шайра ирттерме мероприятисене чăнласан та, условисем ҫителĕклĕ тесе тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă  регион Пуҫлăхĕ  Михаил Васильевич.

Республикăра сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырасси ĕҫ те кăтартуллă пулса пырать. Спорт учрежденийĕсем кулленех хута каяҫҫĕ, халăх хăйсен сывлăхне ҫирĕплетме пĕтĕм кăмăлтан тĕрлĕ мероприятисене ҫӳрет. Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан мĕнпур шкулсенче спорт хатĕрĕсем хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ.  

Палăртма кăмăллă, ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе спорта ҫынсем юратни сисĕнет, ҫамрăксем хапăл тусах вăл ăмăртусене хутшăнаҫҫĕ.

Хальхи вăхăтра Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕнче Чăваш Енрен 22 хĕр шутланать. Вĕсенчен иккĕшĕ тăтăшах Олимп вăййисене хутшăнма хатĕрленсе пыраҫҫĕ. 

Фоторепортаж



25 ноября 2019
09:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter