Ҫĕнĕ Шупашкарта патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансен хушшинче çулсеренех пулакан XVIII-мĕш Спартакиада иртнĕ

В Новочебоксарске завершился финальный этап Спартакиады государственных и муниципальных служащих Чувашии – 2019Чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Ҫĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш №-лĕ спорт шкулĕнче патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансен тата вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсен хушшинче ĕҫлекенсен  XVIII-мĕш Спартакиади иртнĕ.

Спорт мероприятине пухăннисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Егорович Васильев ăшшăн саламланă, республика Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев ячĕпе пурне те тав тунă кĕркуннехи тапхăрпа пулакан Спартакиадăна хутшăннăшăн.   Влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсем хăйсен тĕслĕхĕпе спорта аталантарнине кăтартнине, вĕсене кура республикăри ытти организаци-учреждени, предприятисем ушкăнпа спорт ăмăртăвĕсене хутшăннине палăртнă вăл. Сывă общество йĕркелессине тӳпе хывакансене пурне те тав тунă, ҫирĕп сывлăх, тăнăҫлăх, спортра, куллен пурнăҫра ҫĕнĕ ҫитĕнӳсемпе ăнăҫу суннă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Егорович.  

«Ăмăртусенче чи маттуррисем мала тухчĕр!», - тесе чĕнсе каланă Юрий Васильев.    

Чăваш Ен Наци телекуравĕн журналисчĕсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Спартакиада Чăваш Енре кăҫалхипе 18-мĕш хут иртнине палăртнă вăл.  Ăмăртусенче спортсменсем  юлашки пиллĕк ҫул хушшинче хăйсен ăсталăхне спортăн 13-14 енĕпе кăтартса панине асăннă Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.   «Ҫулсерен спорт мероприятийĕ ҫав тери ҫӳллĕ шайра иртсе пырать. Уйрăмах спортсменсен ăсталăхĕ те туптанать.  Футбол, волейбол вăййисем ушкăнра пулма, пĕр-пĕринпе туслă  ĕҫлеме те вĕрентсе пыраҫҫĕ.  Пысăк кăтартусем ĕҫре те, спортра та куҫкĕретех», - тесе палăртнă Юрий Васильев.  

Спорт мероприятине пухăннисене ҫакăн пекех Чăваш Республикин спорт министрĕ Михаил Богаратов саламланă, пурин те яланах пĕрлĕхре пулмаллине чĕнсе каланă.

Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Ольга Чепрасова спортсменсене, пухăннă хăнасене саламланă, ăмăртусенче чи маттуррисене мала тухма сĕннĕ.

Пĕтĕмпе мероприятине 56 ушкăн хутшăнма кăмăл тунă. Кĕркуннехи тапхăрпа пулакан ăмăртусем ҫивĕч тупăшура иртнĕ.  

Волейбол выляссипе малти вырăна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн команди тивĕҫлĕ пулнă. Иккĕмĕшне -  Спорт министерстви, виҫҫĕмĕшне – Ял хуҫалăх министерстви ҫĕнсе илнĕ.

Шывра ишессипе пĕрремĕш вырăна Спорт министерстви тухнă, иккĕмĕшне - Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн команди, виҫҫĕмĕшне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн туслă команди ҫĕнсе илнĕ.

Дартс енĕпе малти вырăна Культура министерстви, иккĕмĕшне Ҫутҫанталăк министерстви, виҫҫĕмĕшне Спорт министерстви тухнă.  

Районсемпе хула администрацийĕсем хушшинче волейбол выляссипе малти вырăна Канаш хули ҫĕнсе илнĕ, шывра ишессипе Патăрелсем, дартс перессипе Шупашкар районне ҫитекенни пулман.  

Федераци службисен регионти уйрăмĕсен хушшинче пулнă ăмăртусенче волейбол выляссипе Раҫҫей МЧСĕн Чăваш Енри уйрăмĕ мала тухнă, шывра ишессипе каллех вăл служба тивĕҫлĕ пулнă, дартс перессипе федерацин налук службин Чăваш ЕНри Управленийĕ маттур пулнă, пĕрремĕш вырăна тухнă.  

Фоторепортаж



25 ноября 2019
06:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter