Республика Ертӳҫи «Чи лайăх халăх дружинникĕ» конкурса хутшăннисемпе уҫă тĕлпулу ирттернĕ

Состоялась встреча с участниками республиканского конкурса «Лучший народный дружинник» Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Чăваш Республикин шалти ĕҫсен Министрĕ, генерал-майор Виктор Шметков Правительство ҫуртĕнче Халăх дружинин членĕсемпе тĕлпулу ирттернĕ.  Ку хутĕнче тĕлпулăва, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕ «Чи лайăх халăх дружинникĕ» ятне ҫĕнсе илессипе йĕркеленĕ конкурсăн ҫĕнтерӳҫисем хутшăннă. Паллă пулăма иртнĕ эрнере Администраципе пĕрле Чăваш Республикин Шалти ĕҫсен министерстви йĕркеленĕ пулнă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев халăх дружинин членĕсене яваплăха туйса ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Сăмах май, регион Пуҫлăхĕ 2018 ҫулта утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче ятарлă Указа алă пусса ҫирĕплетнине те асăннă, Чăваш Республикинчи халăх дружинисене йĕркелесе пăхса тăракан орган пуҫарса янине те каланă вăл.  Кун пек органсем республикăри мĕнпур районсемпе хуласенче те пуҫарнине каланă регион Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республиткинче пурĕ халăх дружинисен пĕрлешĕвĕсем - 26 шутланаҫҫĕ.  Вĕсен йышĕнче пĕтĕмпе 616 ҫын вăй хурать.   Вĕсем право хуралĕнче тăрăшакансемпе пĕрле тăтăшах обществăла вырăнсене тухса тĕрĕслеҫҫĕ, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессишĕн  тăрмашаҫҫĕ. Кăҫал икĕ пин ытла йĕрке пăснă тĕслĕхе тупса палăртнă ДНД членĕсем. «Кăтарту пысăк. Эсир пушă вăхăта сая ямастăр, ҫынсемшĕн усăллă ĕҫсем тума тăрăшатăр», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикин шалти ĕҫсен Министрĕ, генерал-майор Виктор Шметков Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева мухтанă, обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе ҫыхăннă ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă.  «14 пожарная часть Федеральной противопожарной службы Государственной противопожарной службы по Чувашской Республике» ФКУ мастер пулса вăй хуракан Виталий Александров ҫакăн пек чаплă пысăк пĕлтерĕшлĕ конкурса региона йĕркелесе ирттернĕшĕн республика ертӳлĕхне, Чăваш ЕНри Шалти ĕҫсен министерствине чун-чĕререн тав тунă. Виталий Павлович пурнăçне йĕрке хуралĕпе çыхăнтарнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та çак ĕçрен пăрăнман, юлташĕ сĕннипе халăх дружинине çырăннă. 2006 çултанпа вăл полици ĕçченĕсемпе пĕрле общество йĕркине сыхлать. «Конкурсра мала тухнисем, чăннипех те тивĕҫлисем. Вĕсем хăйсен ăсталăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартса пачĕҫ», - тенĕ вăл.  И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх универсиитетĕнче ăс пухакан студент Руслан Данилов халăх дружинин штаб пуҫлăхĕ пулса тăрăшать. Кăҫал 10 уйăх хушшинче 298 ҫын пурĕ 967 мероприятине хутшăнма кăмăл тунине хыпарланă, хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ĕҫе пысăк витĕм кӳнине пĕлтернĕ. Обществăлла мероприятине студентсем пĕтĕм кăмăлтан хутшăнаҫҫю тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев «Чи лайăх халăх дружинникĕ» конкурса ӳлĕмрен те регионта иртерессине асăннă.  «Сирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – малашне те тухăҫлă ĕҫлексе пырасси. Паха ĕҫ опычĕсене ыттисене парса, пурнăҫра усă курма вĕренсе пырăпăр», - тенĕ сăмаха ҫавăрса регион Пуҫлăхĕ. Чи хастар ĕҫлекенсене тĕрев парасси пирки те сăмах пуҫарнă вăл.

Пĕлме. 2019 ҫулта  республика хыснинче ДНД профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе ирттерме муниципалитет пĕрлешĕвĕсем валли 9 млн 382 пин тенкĕ пăхса хăварнă, вăл шутран учрежденийĕсенче пурлăхпа техника базине пуянлатма 814,6 пин тенĕ тăкакланă, укҫан тĕрев пама пурĕ  8 567,4 пин уйăрнă.  Кунсăр пуҫне ытти ҫăмăллăхсем те пур вĕсен. Спорт уйрăмĕсене тӳлевсĕр ҫӳреме пултараҫҫĕ, хушма отпуск та уйăрса параҫҫĕ.

«Чи лайăх халăх дружинникĕ» конкурса икĕ тапхăрпа йĕркеленĕ. Малтан республика хулисемпе районĕсенчи çĕнтерӳçĕсене палăртнă. Финал Шупашкарта иртнĕ. Унта хутшăннисем тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр, çак шутра Раççей саккунĕсене, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пани, кĕлетке-çурăм пиçĕлĕхне кăтартни, тухнă. «Чи лайăх халăх дружинникĕ» ята Виталий Александров (Çĕнĕ Шупашкар) тивĕçнĕ, иккĕмĕш вырăнта  Вячеслав Шпаков (Канаш районĕ), виççĕмĕш вырăнта – Петр Усов (Улатăр хули). Çĕнтерӳçĕсемпе призерсене парнесемпе, дипломсемпе чысланă.

Фоторепортаж



26 ноября 2019
16:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter