Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна яланхиллех Михаил Васильевич Игнатьев ертсе пынă. Ку хутĕнче ларăва пухăннисем ял тăрăхĕсенче пурăнакан граждансен ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе ҫыхăннă мероприятине кĕрекен ҫынсен списокне тата вĕсен йĕркине ҫирĕплетекен ĕҫ хутне пăхса тухса йышăнса хăварнă. Халăх ялсенче ҫурт-йĕр тума е тата хатĕррисене туянма та пултарĕ.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче 2020 ҫулта граждансене пурăнма хăтлă условисем йĕркелессипе тата ял территорийĕсене аталантарассипе пăхса хăварнă мероприятисем пурте РФ патшалăх программисене тӳр килсе тăнине палăртнă. Регионсенчи ял территорийĕсене комплекслă аталантарассипе курăмлă мероприятисем пăхса хăварнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пăхса хăварнă мероприятисене граждансене кĕртме, кирлĕ пек ĕҫ хучĕсене хатĕрлесе тăратма, социаллă пулăшусемпе тивĕҫтерме ҫирĕп йĕрке йышăннă.   

Сергей Артамонов 2020-мĕш ҫулта программăна хутшăнас текенсен пĕрлехи списокĕ пуласса хыпарланă.  «Маларахри тапхăрсенче программăна ытларах 70 процентран кая мар ҫамрăксене кĕртмелле пулнă пулсан, халĕ вара пачах урăхла. Ытти специалистсене те, ҫулсем иртнĕ пулсан та программăна хутшăнтарма ирĕк пур», - тенĕ вăл.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина финанс ыйтăвĕсемпе ҫыхăннă самантсем пирки чарăнса тăнă, муниципалитет пĕрлешĕвĕсене субсиди мелĕпе парса тивĕҫтермелли йĕрке ҫинчен тĕплĕн ăнлантарса панă.

Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн кашни ларăвĕнче тенĕ пекех вăл е ку министерствăн е ведомствăн иртнĕ çулхи ĕçĕ çинчен отчет итлесси йăлана кĕнĕ.  Ку хутĕнче хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсен тата техникăн ытти тĕсĕн юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн черечĕ çитнĕ. Унăн ертӳçи Сергей Вязовский пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулта республикăра инспекци сăнаса тăракан техника шучĕ 24,5 пин единицăпа танлашнă. Кăçал - кăшт ытларах. Уйрăм çынсен техникин шучĕ ӳссе пырать, хуçалăхсен, предприятисен - чакать. Анчах кунта çакна шута илмелле: предприятисем паян хăватлă машинăсем туянаççĕ - пĕри кивĕ темиçе трактора улăштарма пултарать.

Сергей Юрьевич трактор-комбайнăн 56% кăна техника тĕрĕслевĕнче пулни çинчен калани вара Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева пăшăрхантарнă. Тĕрĕслевре пулман техникăн пĕр пайĕпе тем тесен те усă кураççĕ. Ку вара хăрушсăрлăха тӳррĕнех пырса тивет. Çавна май инспекцие çав техника хуçисенчен çирĕпрех ыйтмалли пирки асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ.

Çавăн пекех вăл мотоблоксемпе йĕрке тумалли пирки тепĕр хут аса илтернĕ. Нумайăшĕн фарисем çук - çулсем çине çаплипех тухаççĕ. Хăрушсăрлăха пăхăнманни инкек кӳрет - кăçал та çавнашкал икĕ тĕслĕх пулнă. Инспекци енчен тимлĕх, профилактика мерисем кирлех. Сергей Вязовский мерăсем йышăнма шантарнă. Ĕçĕ пысăкки паллă: вăл каланă тăрăх, республикăра мотоблоксен шучĕ вăтамран 37 пинпе танлашать.

Паянхи ларăва кĕртнĕ мĕнпур ыйтусене тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.  



27 ноября 2019
16:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter