Чăваш Енре ял тăрăхĕсенче тирпей-илем кĕртме Михаил Игнатьев хăйĕн указĕпе килĕшӳллĕн 1,5 млрд уйăрма йышăннă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсен ларăвне ирттернĕ.  Паян ырă хыпартан пуҫланă ларăва республика Пуҫлăхĕ, Чăваш Енре пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерессипе хушма мерăсем йышăнасси пирки калакан указа алă пусса ҫирĕплетнине асăннă.   Сăмах  пурăнмалли вырăнсен хăтлăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен.

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика партийĕн проекчĕпе килĕшӳллĕн, 2011 ҫулта республикăра пуҫласа нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче тирпей-илем кĕртессипе тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелесе ирттерме, палăртнă программăна пурнăҫа кĕртме тытăннă пулнă.  Унтанпа Чăваш Ен Правительстви граждансен пурнăҫ условийĕсен шайне хăпартассишĕн тĕллевлĕн ĕҫлесе пынине асăннă Пуҫлăх.  

«Ыйтусемпе эпир пĕрремĕш ҫул мар ĕнтĕ ĕҫлетпĕр.  Ĕҫ-пуҫа самантлăха та чарса лартман.  Укҫа-тенкĕне вăхăтра куҫарса пынă, тĕпрен юсав ĕҫĕсене туллин тата проектсемпе килĕшӳллĕн пурнăҫланă.  Хваттерсем таврашĕнче тирпей-илем хуҫалантăр тесе  сахал мар тимлĕх уйăрнă», палăртнă Михаил Игнатьев.  

Граждансене пурăнма хăтлă условисем йĕркелесе парассипе хушма мерăсем йышăнни пирки ĕҫ хутĕнче – указра  та паллă, икĕ тĕп направлени пулĕ. Вĕсенчен пĕри – ялсем тăрăхĕнче тирпейлесси, илем кӳртесси,  Ачасене вылямалли ятарлă лапамсем, спорт уйрăмĕсем, эко-парковкăсем, урамсене ҫутăпа тивĕҫтерессине плана кĕртсе хăварнă.  Кунсăр пуҫне  объектсем ҫывăхĕнче видеосăнавсем вырнаҫтарасси те куҫкĕретех пулĕ.

Иккĕмĕш направлени – социаллă пĕлтерĕшлĕ ҫуртсем патне илсе пыракан ҫулсене тирпейлесси, тротуарсем хута ярасси  тата ытти те.

Кирек-епле ĕҫе те пурнăҫа кĕртме тытăниччен, чи малтан муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи комиссисем тарăн тишкерĕҫ, йышăнусем туса хăварĕҫ, халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене туллин пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшĕҫ.  Указ пурĕ Чăваш Республикинчи 119 ял поселенийĕнчи нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнчи 1200 ытла объекта тирпейлеме витĕм кӳрĕ.  Вăл ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пыма республика хыснинче пурĕ 1,5 млрд тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă.

Михаил Игнатьев уйрăмах тĕп ĕҫсене 2020-мĕш ҫулта пурнăҫа кĕртмеллине чĕнсе каланă. Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе палăртнă ĕҫсен калăпăшĕ иккĕ е тата виҫĕ хут та ӳссе пымаллине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

«Планри мĕнпур ĕҫсене туллин пурнăҫлама республика хыснинче укҫа-тенкĕ ҫителĕклĕ уйăрнă. Федераци бюджетĕнчен те укҫа куҫасси паллă», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  Муниципалитетсенче, министерствăсенче тăрăшакансене патшалăх программисемпе активлăрах ĕҫлеме хушнă.   Аса илтеретпĕр, 2019 ҫулта чӳк уйăхĕнче  Раҫҫей Федерацийĕн Строительство министерстви ҫĕршыври регионсенчи хуласен хăтлăхне хаклани пирки пахалăх индексне пичетлесе кăларнă.

Вăл кăтартура Чăваш Республикинчи тăхăр хуларан, пиллĕккĕшĕ чи хăтлă та пурăнма лайăх хуласен шутне кĕнĕ.  Шупашкар хули 207 балл пуҫтарнă, Канаш – 201 бал, Етĕрне – 193 балл, Улатăр – 183 балл, Ҫĕнĕ Шупашкар - 180 балл пухса мала тухнă.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  хăйĕн сăмахĕнче пысăк хаклаври пĕтĕмлетӳ регионти хуласене вăй илсе аталанса пыма пĕр пек условисем йĕркелесе тăратнине ҫирĕплетсе парать тесе каланă. «Пирĕн тĕллев – мĕнпур муниципалитетсене аталантарса пырасси. Мĕнпур ыйтусене тивĕҫлĕ шайра татса пыратпăр», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  Чăваш Енри хуласем хăтлă, пурăнма условисем лайăх, кун пирки ҫĕршывра та пĕрре кăна мар ҫирĕплетнĕ.  Чăваш Енри хуласенче ҫурт-йĕрсем хута ярасси, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси тĕслĕхре. «Экологи» наци проектне тӳр килекен проектсем халăхăн пурнăҫне ырă енне куҫарса пыма витĕм кӳни куҫкĕретех.   



27 ноября 2019
13:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter