Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче шахмат енĕпе иртнĕ спорт ăмăртăвĕсен ҫĕнтерӳҫисене савăнăҫлă лару-тăрура саламланă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев наградил победителей и призеров всероссийских соревнований по шахматам «SBERBANK Chess OPEN»Чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «SBERBANK Chess OPEN» шахмат енĕпе иртнĕ Пĕтĕм Раҫҫейри спорт ăмăртăвĕсен мероприятине пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă пулăма хутшăннă.  Шахмат вăййисене пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенче ăс пухакан хастар ачасем хутшăннă.  Паллă пула йĕркелеме витĕм кӳрекеннисем: Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерстви, регионти шахмат енĕпе ăсталăха туптама вĕрентекен федераци тата Раҫҫей Перекет банкĕн регионти 8613-мĕш №-лĕ уйрăмĕ.

«Ҫулсерен шахматла выляс текенсен йышĕ ӳссех пырать.  Ку  вара чи пахи.    Ҫак мероприятисене эпир яланах витĕм кӳнĕ, малашне те ҫаплах пулĕ. Шахмат ачасен ăс-тăннине ҫирĕплетме, тавракурăмлăхне ӳстерме пулăшать.  Эпĕ ачасене, ашшĕ-амăшĕсене, спортăн ҫак енĕпе ăсталăха туптама пулăшакан тренерсене мухтаса тав сăмахĕсем калатăп.  Пурне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕнетĕп», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Турнира пухăннисене Чăваш Енри шахмат федерацийĕн президенчĕ, ăмăртусен тĕп судйи Михаил Мельник саламланă, шахмат вăййи пуласлăхра ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма май панине, вĕренӳре те малта пыма витĕм кӳнине палăртса хăварнă.  

Шупашкарти 44-мĕш №-лĕ лицейра вĕренекен Антон Смирнов кăҫал ăмăртусене ҫав тери ăста шахмăтҫăсем пуҫтарăннине, парăнтарма та йывăр тесе каланă.  Унăн медальсем чылай, ҫак кунсенче Самарăра иртнĕ ăмăртусенче те пысăк хисепе тивĕҫнине, пăхăр медале илнине хыпарланă ҫамрăк сăмаха тăсса.    

Пĕтĕмлетӳсем хыҫҫăн ҫакă паллă, пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене Марий Эл Республикинчен килнĕ ачасем ҫĕнсе илнĕ, виҫҫĕмĕш вырăна вара Чăваш Республикин тĕп хулинчи 44-мĕш №-лĕ лицейра ăс пухакансем тивĕҫлĕ пулнă.  

 Фоторепортаж



28 ноября 2019
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter