Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен комиссин ларăвне ертсе пынă

Состоялось заседание Комиссии по координации работы по противодействию коррупции в Чувашской РеспубликеЧӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев коррупципе хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. Яланхиллех ĕҫе патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакан ертӳҫĕсем, тĕрĕслевпе асăрхав службисен регионти уйрăмĕсен пуҫлăхĕсем, республикăри муниципалитетсен ертӳҫисем хутшăннă. Ку хутĕнче мероприятине видеоканашлу мелĕпе йĕркеленĕ.  

Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмне патшалăх пулăшăвĕпе тивĕҫтернĕ чухне, йĕрке пăсассинчен асăрханасси, коррупци тăвассинчен сыхă тăрасси.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Инна Антонова хăйĕн сăмахĕнче, 2018 ҫулта вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕпе ĕҫлекен 12 организацине тĕпрен модернизаци ĕҫне йĕркелеме патшалăх енчен пурĕ 61,8 млн тенкĕ парса тивĕҫтернине хыпарланă.  2016-2019-мĕш ҫулсенче пĕтĕмпе вара патшалăх тĕревне 76 предприяти илнĕ, вĕсене валли пурĕ 209,3 млн тăкакланă.  Йĕркесĕрлĕх те ҫук мар, вĕсенчен 29-шĕ патшалăх енчен куҫарнă тĕревпе тĕллевлĕн усă курманни сисĕнет тенĕ министр ĕҫĕсене пурнăҫлакан.   Хальхи вăхăтра укҫа-тенкĕне  предпринимательсенчен каялла патшалăха тавăрса парассипе ятарлă служба ĕҫченĕсем тăрăшаҫҫĕ тенĕ вăл.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев  вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне вăй илсе аталанса пыма сахал мар условисем Правительство йĕркеленине асăннă, бюджетран та ҫителĕклĕ таран укҫа-тенкĕ тăкакланать тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  Чăваш Республикин Экономика министерстви вак тата вăтам предпринимательĕх пайне ҫирĕп асăрхаса тăрать,  йĕркесене пăхăннипе пăхăнманнине те тĕллевлĕн пăхса пырать.  Патшалăх енчен куҫакан субсидисемпе бизнес сферăра тимлекенсем пурте пĕлсе тата вăхăтра усă курса пыма тăрăшни те куҫкĕретех.

Михаил Игнатьев социаллă сферăри ĕҫсем пирки те чарăнса тăнă, саккунсене пăхăнса, таса чунпа, яваплăха туйса халăхшăн ĕҫлесе пымаллине палăртса хăварнă.

Канашлăва пухăннисем ытти тĕрлĕ ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă, йĕрке пăсассинчен асăрханса ирттерекен мероприятисем ҫинчен тарăн сӳтсе явнă. Шăмăршă районĕнчи Комиссийĕн ĕҫне пăхса тухнă, уйрăм ыйтусем пирки чарăнса тăнă.   

Видеоканашлура регионти коррупципе хирĕҫ кĕрешессипе тимлекен комиссийĕн ĕҫне пĕтĕмлетнĕ, 2020-мĕш ҫулсем валли палăртнă тĕллевсене тишкернĕ.   

Фоторепортаж  



28 ноября 2019
08:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter