«Кванториума инвестици хывни – наукăна, экономикăна аталантарма, Чăваш Ен тата ҫĕршыв пуласлăхне пысăк витĕм кӳрет», - тенĕ Михаил Игнатьев

Михаил Игнатьев: «Инвестиции в кванториумы – это инвестиции в науку, в экономику, в будущее Чувашской Республики и страны»  Чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкарта ĕҫлĕ ҫул ҫĕревре пулнă, «Кванториум» ачасен технопаркне торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре хутшăннă.

Мероприятине паян республика Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Олег Матвеев, Ҫĕнĕ Шупашкар хула  администрацийĕн пуҫлăхĕ Ольга Чепрасова, педагогсем, технопарка ĕҫлеме килнисем, вырăнти халăх йышлăх пухăннă.

 «Кванториум» технопарк 1300 тăваткал метр чухлĕ лаптăк йышăнать. Чăваш Енри Вĕренӳ министерстви ҫумĕнчи Ҫĕнĕ Шупашкарти хими-механика техникумĕн директорĕ Елена Пристова тата «Кванториум» технопаркăн ертӳҫи Наталья Петрова ҫĕнĕ ҫуртпа паллаштарнă хăнасене, ҫĕнĕлĕхсем пирки тĕплĕн ăнлантарса панă.

 Ҫулталăкне кунта тӳлевсĕр 800 кая мар ача-пăча хăйсен ăсталăхне туптама ҫӳрĕ.  Республика Пуҫлăхĕ ачасемпе тата вĕсене ăс паракансемпе курнăҫнă май, шухăш-кăмăлĕсем пирки ыйтса пĕлнĕ.  

«Эпĕ хими тата физика предмечĕсене хапăл тусах вĕренетĕп.  Ҫĕнĕ наукăсем пирки питĕ кăсăклă ăнлантарса параҫҫĕ вĕрентекенсем.  Кашни кунах уроксем хыҫҫăн, кунта тавракурăмлăха анлăлатма килме шухăшăм пур. Ҫĕнĕлĕхсем пирки пĕлсех тăрас килет», - хыпарланă Ҫĕнĕ Шупашкарта 13-мĕш №-лĕ  пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта вĕренекен Данил Чубченко.

 6-мĕш №-лĕ Гимназире 10-мĕш класра вĕренекен Андрей Дмитриев Чăваш Ен Пуҫлăхне хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ, хĕвел энергийĕпе ҫыхăннă ыйтусене тĕпчесе пĕлме питĕ килĕшет тенĕ вăл.

Михаил Васильевич Игнатьев унăн шухăшне итленĕ хыҫҫăн, ҫамрăка ҫĕнĕ пуҫарусем патне ăнтăлма чĕнсе каланă, «Хевел» предприятинче пулса курма, унти пысăк технологисемпе кăсăкланма сĕннĕ.

 «Кванториум»  технопарка хута яма 107 млн тенкĕ тăкакланине хыпарланă республика Пуҫлăхĕ. «Ҫакă наукăна инвестици хывнине ҫирĕплетет.   Республикăн экономика пуласлăхĕшĕн ҫав тери аван. Кунта ăс пухнă ҫамрăксенчен нумайăшĕ пулас профессорсем, предпринимательсем, тухтăрсем, инженерсем тата та ăста ҫынсем пулĕҫ», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Михаил Васильевич Игнатьев.

 «Кванториум» технопарка «Вĕренӳ» наци проектне тĕпе хурса пурнăҫа кĕртнĕ. Ку ҫурт республикăра иккĕмĕшĕ шутланать.

Чӑваш Республики вӗренӳ пахалӑхне хак паракан пӗтӗм тӗнчери тата наци тӗпчевӗсене хастарлӑн хутшӑнать.

Сӑмахран, математика, вырӑс чӗлхи тата тӑван тавралӑх предмечӗсемпе вӗренӳ пахалӑхӗ тӗлӗшпе ирттернӗ наци тӗпчевӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, пирӗн шкул ачисен кӑтартӑвӗсем пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи кӑтартусенчен пысӑкрах.

 «Ӑслӑлӑха – шкула» проект ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать. Асӑннӑ проект шайӗнче никӗсри шкулсене физика тата хими предмечӗсене вӗрентме ку чухнехи оборудованипе тивӗҫтернӗ, шкулсенчи шкулти биологи пӳлӗмӗсене хальхи вӑхӑтри оборудованипе пуянлатнă.

Раҫҫей Ҫут ӗҫ министерстви «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Кашни ача ҫитӗнӗвӗ», «Цифра вӗренӳ хутлӑхӗ» проектсене пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлекен пилотлӑ регион пулма Чӑваш Ене ҫирӗплетнĕ.

Пирӗн ачасен ӑс-хакӑл тата пултарулӑх вай-халне аталантармалли «Кванториум» технопарк, цифра вӗренӗвӗн «IT-куб» центрӗ, ял шкулӗсенчи гуманитарипе цифра профильлӗ вӗренӳ центрӗсем евӗр ятарлӑ вырӑнсем туса хума чылай укҫа тăкакланă.

Пур ҫĕрте те пысăк технологи витĕмлĕхĕ куҫкĕретех. «Кванториум» база ҫумĕнче тăтăшах ҫамрăксене WorldSkills чемпионата хутшăнма хатĕрлеҫҫĕ.

Чӑваш Ен «Ҫамрӑк профессионалсем» юхӑма хастарлӑн хутшӑнать. Пирӗн студентсем тӗнче чемпионатне хутшӑнма Ворлдскиллс Россия пӗрлештернӗ наци командин йышне кӗнĕ, вӑл кӑҫал Хусанта иртнĕ. Професси енӗпе вӑтам тата аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсен никӗсӗ ҫинче «Ворлдскиллс» стандарчӗсем тӑрӑх кӑтартуллӑ экзамен йӗркелесе ирттермелли вырӑнсене ку чухнехи оборудованипе туллин тивĕҫтернĕ регионта.

Ача-пăчасен технопаркĕнче паха специалистсем вăй хураҫҫĕ, вĕсем ачасен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыма витĕм кӳреҫҫĕ.  «Кванториум»  технопаркра тăрăшакансем ПАО «Химпром», группой компаний «Хевел», Филиалом ЗАО Фирма «Август», «Вурнарский завод смесевых препаратов», Новочебоксарской ТЭЦ-3, ПАО «РусГидро» — «Чебоксарская ГЭС»  филиалпа тата ытти предприятисемпе тачă ҫыхăну тытса пыраҫҫ

Фоторепортаж



28 ноября 2019
17:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter