Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев провел прием гражданЧӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика партийĕн Председателĕн Д.А. Медведевăн регионти обществăлла йышу пӳлĕмĕнче халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Паллă пулăма «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика партийĕн регионти уйрăмĕн Секретарĕн ҫумĕ Николай Николаев хутшăннă.

Шăмăршă тăрăхĕнчен килсе ҫитнĕ Наталья Павлова республика Пуҫлăхĕнчен  Ҫĕнĕ Шăмăршă ҫывăхăнчи плотинана тĕпрен юсама май ҫук-ши тесе ыйтнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  асăннă объекта 2020-мĕш ҫулта  тĕпрен юсав ĕҫне пурнăҫлама плана кĕртнĕ тесе хыпарланă. Ҫĕнĕ плотинан ырлăхне Шăмăршă тăрăхĕнче пурăнакансем ҫитес тапхăрта усă курма пуҫлĕҫ. Объекта пурнăҫа кĕртме пурĕ 7 млн тенкĕ пăхса хăварнă. «Енчен те палăртса хунă ĕҫсене вăхăтра тата туллин пурнăҫласан, 2021-мĕш ҫулта объект пĕтĕмпех ҫĕнелсе ҫитĕ», - хыпарланă республика Пуҫлăхĕ.  

Елчĕк районĕнчен килнĕ Алина Александровăна «Солнышко» ача сачĕн шăпи канăҫсĕрлетнĕ, ăна хăҫан тĕпрен юсав ĕҫне йĕркелĕҫ-ши тесе ыйтнă Пуҫлăхран.

Михаил Васильевич Игнатьев 2019ҫулта авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче халăхăн пурнăҫне тата та лайăхрах тăвас тесе ятарлă указа алă пусса ҫирĕплетнине пĕлтернĕ.  Апла пулсан, 2020-мĕш ҫулта республикăри вĕренӳ учрежденийĕсене тĕпрен юсасси куҫкĕретех. Шкулсенче, ача сачĕсенче пурлăхпа техника хатĕрне тĕпрен ҫĕнетĕҫ.  Республика бюджетĕнче сахал мар укҫа йышăннă, 2020-мĕш ҫул валли хушма тĕревĕн кăтартăвĕ 1,2 млрд танлашать. Вăл укҫаран «Солнышко» ача садне юcама укҫа куҫарма плана кĕртнĕ тенĕ регион Ертӳҫи.

Пиллĕк ҫул хушшинче мĕнпур ача сачĕсене тĕпрен юсама пăхса хăварнине те асăннă республика Пуҫлăхĕ.   

Вăрнар районĕнчен килнĕ Людмила Никитина регион Пуҫлăхне социаллă сферăна пысăк тимлĕх уйăрнăшăн мухтаса ялта пурăнакансен ячĕпе тав сăмахĕсем калама килсе ҫитнĕ. Хуларинчен пĕрре те кая мар, условисем питĕ чаплă тесе хыпарланă хĕрарăм.   Автомашина ҫулĕсем те аван, ялсене халăха кĕрсе тухма нимĕнле чăрмав та ҫук тесе хыпарланă вăл. «Пирĕн клуб ҫук.  Культура пайĕпе ҫыхăннă мероприятисене шкулта йĕркелесе ирттеретпĕр», - тенĕ хĕрарăм.

Михаил Васильевич Игнатьев унăн сĕнĕвĕпе килĕшнĕ, чăнласах та халăхăн ăс-тăнне ырă енне куҫарма, ăс-хакăл тĕнчипе пуянлатса пыма культура вучахĕсем сахал мар витĕм кӳнине палăртнă. Тĕрлĕ пухусем ирттерме, халăхпа тĕл пулса калаҫма та кирлĕ ҫак ҫуртсем тенĕ вăл сăмаха тăсса. Чăваш Енри ялсенче 2016-мĕш ҫултан пуҫласа пĕтĕмпе 18 учреждени хута янă.  Ҫитес ҫул тата та 7 объект хăпартса лартма тĕллев лартнă.  Программăн иккĕмĕш тапхăрĕпе ялсенче  пурĕ 25 клуб хута ярасси планра пур.  Хĕрарăм ыйтăвне хуравланă май, Михаил Васильевич Игнатьев ҫитес ҫулта ҫĕнĕ объектăн строительство ĕҫне пуҫлассине, ăна валли укҫа-тенкĕ те бюджетра пăхса хăварнине ырă хыпара пĕлтернĕ.  

Шупашкар хулинчен килсе ҫитнĕ Николай Кузнецов Муркаш тăрăхĕнчи Чурикассинчи ҫĕр лаптăкĕсене ҫутăпа, газпа тивĕҫтересси планра пур-ши тесе ыйтса пĕлнĕ регион Пуҫлăхĕнчен. Унти лаптăксем ҫинче нумай ачаллă ҫемйесем ҫурт-йĕр хăпартма тĕллев лартнă тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Михаил Васильевич вăл лаптăксенче 2020-мĕш ҫулта ҫутăпа та, газпа та тивĕҫтерме плана кĕртнине хыпарланă. Ку енĕпе ятарлă программа пуррине, ăна пула объектсем хута каясса асăннă.   Сăмах май, ҫĕнĕллĕхсем пирки те каласа панă республика Пуҫлăхĕ.

Ялти ипотека 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçлать. Ставкăн чи пысăк виçине Раççей Федерацийĕн Правительстви çирĕплетнĕ. Вăл 3% ытла мар. Кредита субсидилеççĕ: банкăн рынок ставкипе çăмăллăхлă ставкăн хушшинчи уйрăмлăха федераци бюджетĕнчен саплаштараççĕ. Кредит илекен çын договорта çăмăллăхлă ставкăна çеç курать - çулталăкра 3% ытла мар. Çакă Раççейри ипотека историйĕнче питĕ пĕчĕк ставка шутланать. Программа ял территорийĕнче  вырнаçнă куçман пурлăх объекчĕсене туянма лайăх майсем туса парать. Çакăнта маларах илнĕ ипотека кредичĕсене рефинансировани тăвасси те кĕрет. Сăмахран, ялти ипотека пулăшнипе уйрăм çынран е юридици сăпатĕнчен, уйрăм предпринимательтен пурăнмалли пӳлĕм е хатĕр çурт-йĕр çĕр лаптăкĕпе пĕрле суту-илӳ договорĕ тăрăх туянма пулать. Çавăн пекех куçман пурлăхăн пĕрремĕшле е иккĕмĕшле рынокĕнче пурăнмалли хваттере, çурт-йĕре пая кĕрсе тумалли договор тăрăх е правăна куçарса памалли договор тăрăх туянма ирĕк пур. Кредит илнĕ укçа-тенкĕпе çĕр лаптăкĕ туянса унта подряд договорĕпе çурт тума пулать е харпăрлăхра çĕр пур пулсан çурт-йĕр лартма, подряд договорĕпе тума пуçланă çурт-йĕр строительствине вĕçлеме пулать. Асăннă кредита илме Раççей Федерацийĕн 21-65 çулсенчи кирек хăш гражданинĕ те заявка пама пултарать. Вăл çав самантра хулара е ялта пурăнни пĕлтерĕшлĕ мар. Çавăн пекех туянакан çурт-йĕрте регистрациленме те кирлĕ мар. Кредит калăпăшĕ 100 пинрен пуçласа 3 млн таран. Чи пысăк срок - 25 çул тесе паха хыпара пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчен килнĕ Надежда Степанова вĕренӳ учрежденийĕн шăпи канăҫсĕрлетнĕ, Атнар тăрăхĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула тĕпрен юсама май килмĕ-ши тесе ыйтнă Пуҫлăхран. Республика Пуҫлăхĕ вăл объекта юсама укҫа-тенкĕ бюджетра пăхса хăварнине хыпарланă. Ҫĕнĕ вĕренӳ тапхăрĕ тĕлне ачасене валли объекта пĕтĕмпех ҫĕнетме план тунă тесе пĕлтернĕ ăна регион Ертӳҫи.

Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Лидия Воронина тав сăмахĕсем илсе ҫитернĕ халăх ячĕпе республика Пуҫлăхĕ патне.  Муниципалитетра ҫав тери условисем лайăхланса пынине, пурăнма  лайăх тенĕ хĕрарăм. Ҫулсем паха, тротуарсем пур тенĕ вăл. Хăш-пĕр ҫĕрте юсаса ҫитермен объектсем тăрса юлнине те асăннă вăл сăмаха ҫавăрса.

2020-мĕш ҫулта Ҫĕнĕ Шупашкарта автомашина ҫулĕсене сарма тата та сахал мар объектсем пăхса хăварнă, вĕсене пурнăҫлама укҫа-тенкĕ те уйăрнă, кăтарту сахал мар, 50 млн тенĕ регион Пуҫлăхĕ. Апла пулсан, пĕтĕмпех йĕркеллĕ хулара пуласси куҫкĕретех тенĕ хĕрарăм савăнса.

Паянхи уҫă калаҫăва килнисенчен республика Пуҫлăхĕ ытти ыйтусем пирки те ыйтса пĕлнĕ, вĕсен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланнă.  Хăш-пĕр ыйтусене тĕрĕслеве илнĕ, ҫитес вăхăтра татса пама шантарнă Михаил Васильевич Игнатьев

Фоторепортаж



29 ноября 2019
16:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter